АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЧУВАШИЯ-ПОДДЕРЖКА» ЙЫХРАВЛАТЬ

24 мая 2008 г.

 

Кĕтмен çĕртен сиксе тухакан çутçанталăк пулăмĕсенчен этем час-часах инкек тÿсет. Асар-писер çил-тăман, çĕр чĕтренни, аçа çапни, шыв илни, пăр çуни, çĕр йăтăнса е çурăлса кайни çынсене мĕн авалтанах канăç паман. Тата ытти инкексем те нумай: çын айăпĕпе пулакан пушар, сирпĕнни, шыв, ăшă, канализаци тата пушар сÿнтермелли системăсем юрăхсăра тухни, транспорт хатĕрĕ пырса кĕни, кÿршĕ пÿлĕмĕнчен шыв анни. Çавăнпа пурлăха çухатас, сывлăха хавшатас хăрушлăх яланах пур. Паллах, çутçанталăкăн сиенлĕ пулăмĕсене пĕтермелли меслете çынсем шутласа кăларайман-ха. Çапах та инкеке лекнисен тăкакĕсем сахалрах пулччăр тесе пурлăха страхламалли майсене тупма пултарнă. «Чувашия-Поддержка» страхлакан компани 16-мĕш çул халăха хăйĕн хÿтлĕхне сĕнет.

Вăл Раççейри страхлакан чи пысăк компанисенчен пĕри шутланать. Çавна пулах республикăри кашни районтах страхлакан компанин представительствисем ĕçлеççĕ. Çакă клиентсемпе ĕçлеме çăмăллăх туса парать. Пирĕн районти представительствăна 11 çул Алмазия Шакирзяновна Минибаева ертсе пырать. Çак тапхăрта вĕсем хăйсен клиенчĕсене тупнă. Паянхи куна районти «Чувашия-Поддержка» страхлакан компанин уйрăмĕнче 34 çын вăй хурать, вĕсенчен 30 агент тăрăшать. Ялсенче пурăнакансемшĕн çакă питĕ меллĕ. Агентсем хăйсемех киле килсе пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, çурт-йĕре страхлаççĕ.

Иртнĕ çулхи кăтартусемпе чи пултаруллă та маттур страхлакан агентсене те палăртнă. Л.Павлова (Асанкасси), В.Яковлева (Хирти Шăхасан, Кĕçĕн Çĕрпÿел), Н.Матросов (Тукай, Çĕнĕ Мăрат) ĕçченсем шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсен ĕçĕпе ял халăхĕ те кăмăллă.

Паянхи кун «Чувашия-Поддержка» компани çынсен пурнăçне, пурлăхне, çурт-йĕрне, гаражне, автомашинисене тата ытти техникине страхлас енĕпе ĕçлет. Пурлăха тĕрлĕ инкекрен вăхăтра хÿтĕлесе хăварни питĕ вырăнлă. Саплаштару укçи-тенкине илсе курнисем те çакăнпа килĕшеççĕ.

«Чувашия-Поддержка» страхлакан компание çеç шанатăп. Пушара пула мунча çунса кайрĕ. Вăхăтра страхлани çеç пулăшу кÿчĕ. Унта вăй хуракансем тăкака çийĕнчех саплаштарчĕç. Кун пек чăнах та меллĕрех, тавах вĕсене. Ыттисене те «Чувашия-Поддержка» компанинче страхлама сĕнесшĕн», — терĕ Çĕнĕ Мăратри М.М.Наумова.

Л.В.Шуряшкина (Çĕнĕ Мăрат): «Эпир ĕнене страхларăмăр. Инкеке пула вăл вилчĕ. Страхланă укçа-тенкĕне вăхăтра саплаштарни савăнтарчĕ».

Анлă сарăлнă тата ытти страховани программисем те пур компани. Клиент ыйтăв- не туллин тивĕçтереççĕ вĕ- сем.

«Чувашия-Поддержкăн», унăн ертÿçисен, специалисчĕсен çитĕнĕвĕсене пĕрре мар професси наградисемпе палăртнă. Страхлакан компани «Золотая корона качества», «Платиновая звезда за качество», «Эра качества», «Серебряный зонт» наградăсене илме тивĕç пулнă.

«Чувашия-Поддержка» СК тĕллевлĕ программăсене пурнăçлас ĕçе те хастар хутшăнать. Компани пулăшăвĕпе районта 2006 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнчен ял хуçалăх потребительсен кооперативĕ «Комсомольск-Согласие» ĕçе пикеннĕ. Кооператив «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе те тĕллевлĕ ĕçлет.

Кĕçнерникун, майăн 22-мĕшĕнче, «Чувашия-Поддержка» СК районти представительстви акци йĕркелерĕ. Акцие районта пурăнакан кашни çынах хутшăнма пултарчĕ. Компанинче пурлăха, пурнăçа, çурт-йĕре, автомашинăна тата ытти техникăна, страхланă клиентсем парнене тивĕçрĕç. Хăнасем «Чувашия-Поддержка» компанин ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашма пултарчĕç. Агентсемпе специалистсем кашниех хавас.

Хăвăр пурнăçа, пурлăха, техникăна вăхăтра страхламалла. «Кая юлсан — каю шăтать»,—тенĕ ваттисем. Кăмăла тивĕçтерекен, вăхăтра пулăшакан компанинче страхланнине нимĕн те çитмест.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика