24 мая 2008 г.
Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче районта информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем — ЧР Президенчĕ 2008 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикин 2009—2011 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен» 42-мĕш номерлĕ указĕ; вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем территорие тирпей-илем кÿрес, çутçанталăка сыхлас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлени, усăсăр выртакан çĕрсене ака-суха туни; Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе иртнĕ ХХVIII Тĕнче Кубокĕн пĕлтерĕшĕ. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.С.Бондарев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ В.В.Тимофеев, ЧР Патшалăх статистикин федераци службин территори органĕн пай начальникĕ А.Н.Петрова, ЧР шалти ĕçсен пайĕн министрĕн çумĕ В.М.Толстов тĕрлĕ ял поселенийĕсенче ял çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова, район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, районти вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов, Урмаел тата Чĕчкен ял поселенийĕсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсемпе паллашрĕç. Чи малтанах пĕлтĕр хута янă Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пулчĕç. Халĕ кунта спортзала ĕçе кĕртес енĕпе тăрăшаççĕ. Юсав ĕçĕсене çине тăрсах пурнăçлаççĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕн пурнăçĕпе те кăсăкланчĕ министр. Тукаймишерсем кăçал Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Шкул директорĕ Эмине Минатулловна Багаутдинова уншăн чунтан хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕпе вăтам шкулăн пурлăхпа техника базине пуянлатас, çĕнетес тĕллевпе усă курма палăртнине каларĕ. Ачасене вĕренме пĕтĕм услови туса пама шантарчĕ. Халĕ те шкулта лару-тăру япăх мар. Спортзала юсаса çĕнетнĕ, компьютер класĕ те пуян. Галина Петровнăна пĕрремĕшсем пĕлÿ пухакан классем кăмăла каймарĕç. “Кунта çĕнĕ сĕтел-пукан пурри аван, анчах та классем хăтлăхсăр. Çине тăрсах юсамалла, вĕ- ренекенсене ăс пухма пĕтĕм услови пулмалла”, — терĕ министр.
Ĕçлĕ ушкăн Урмаелĕнчи “Лейсан” ача садĕнче те пулчĕ. Унта паянхи куна 110 ача çÿрет. Вĕсене аталанма пĕтĕм услови çителĕклĕ. Галина Петровна ушкăнсен пÿлĕмĕсемпе, музыка залĕпе паллашрĕ. Ача садĕнче чăннипех те илемлĕ, хăтлă пулни Галина Петровнăн кăмăлне кайрĕ.
Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн районти вĕрентÿ учрежденийĕсем çулран-çул вăй илсе ата- ланаççĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ парас енĕпе те вĕрентекенсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Апла пулин те Г.П.Чернова вĕрентÿ çине татах та пысăк тимлĕх уйăр- маллине çирĕплетсех каларĕ.
В.С.Бондарев ертсе пыракан ушкăн Александровка, Хырхĕрри, Чĕчкен ял поселенийĕсене çитсе курчĕ. Министр заместителĕ культура çурчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Александровка, Хырхĕрри, Аслă Чурачăк ялĕсенчи культура вуча-хĕсене модернизацилес пирки калаçу пулчĕ. Вĕсене юсаса çĕнетнĕ. Пур çĕрте те хăтлă, илемлĕ. Уйрăмах Аслă Чурачăкри социаллă культура центрĕ (директорĕ Е.В.Шуряшкина) ырă сăмаха тивĕç. Модельлĕ библиотекăсен те ĕçĕ курăмлă. Килнĕ хăнасене В.Н.Потапова (Александровка), В.А.Горбунова (Хырхĕрри) библиотекарьсен кăтартса-каласа памалли тупăнсах пычĕ.
В.С.Бондаревпа пĕрле район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев та ĕçлĕ çулçÿревре пулчĕ.
Информаци кунĕ «Комсомольски» культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем культура министерствин представителĕпе тĕл пулса калаçнă май тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç. Министр çумĕ, пирĕн районта пулса, кунта культура шайĕ тивĕçлĕ пулнине палăртрĕ. Александровка, Хырхĕрри культура çурчĕсем умĕнчи территорисене хăтлăх кĕртес енĕпе ытларах тимлĕх уйăрмаллине аса илтерчĕ.
Район пуçлăхĕн пÿлĕмĕнче информаци кунне пĕтĕмлетрĕç, кирлĕ йышăнусем турĕç.
.
Источник: "Каçал Ен"