21 мая 2008 г.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. Çакна районта тĕрлĕ предметпа иртнĕ олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Чÿк уйăхĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕччен районта 8—11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне 21 предмет олимпиадинче тĕрĕслеме пултарчĕç. Унсăр пуçне 3—4-мĕш классен ачисем чăваш чĕлхипе, вырăс чĕлхипе, математикăпа иртнĕ интеллектуаллă вăййа хутшăнчĕç, 5—7-мĕш классен ачисем математика олимпиадинче тупăшрĕç.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем олимпиадăсенче тарăн пĕлÿпе палăрчĕç. 30 вĕренекен тĕрлĕ олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕ. Вĕсенчен Анна Краснова (вырăс чĕлхипе, историпе), Дария Тихонова (чăваш чĕлхипе, математикăпа, информатикăпа), Мария Белкова (общество-знанипе), Екатерина Данилова (экономикăпа), Анастасия Микенина (вырăс литературипе), Алексей Емельянов (физкультурăпа) район чысне республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче хÿтĕлерĕç.
Иртнĕ çулхи пекех кăçал та Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çĕнтерÿçĕсен йышĕпе районта пĕрремĕш вырăнта. 30 вĕренекен 62 малти вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Шкулта районти тĕрлĕ ялсенчен килнĕ ачасем вĕренеççĕ. Вĕсем те олимпиадăсене хутшăнса çитĕнÿсем тăваççĕ. 30 çĕнтерÿçĕрен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан 21 вĕренекен 44 малти вырăна çĕнсе илнĕ пулсан, ялсенчен килнĕ 9 ача 18 малти вырăна тивĕçнĕ.
Олимпиадăсене хутшăнса Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ пĕтĕмĕшле 119 балл (I вырăншăн — 3 балл, II вырăншăн – 2 балл, III вырăншăн – 1 балл) пуçтарса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кунта кашни кунах пултаруллă е юлса пыракан ачасемпе уйрăмшарăн ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ кружоксенче те ăс-хакăла ÿстерме май пур. Иккĕмĕш вырăнта — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ (50 балл). Виççĕмĕш вырăна вара 47 балл пухса Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ тивĕçрĕ. Паллах, тăрăшмасăр пулмаççĕ çак çитĕнÿсем.
Пур предметпа та, правăпа экологисĕр пуçне, вĕренекенсем малтисен шутĕнче. Уйрăмах обществознанипе, вырăс чĕлхипе тата литературипе, географипе, химипе, физикăпа, акăлчан чĕлхипе, историпе, физкультурăпа, информатикăпа малти вырăнсем чылай.
10-мĕш класра вĕренекен Анна Красновăпа Сергей Шурбин пилĕкшĕр предметпа, Дария Тихонова, Дмиртий Воробьев, Игорь Кузьмин, Алексей Емельянов тăватшар предметпа çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Çĕнтерÿçĕсене тата вĕсен вĕрентекенĕсене саламласа малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"