21 мая 2008 г.
Юлашки вăхăтра патшалăх пушар хăрушсăрлăх надзорĕ пирки тăтăшах ыйтусем параççĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеççĕ. Ку орган патшалăхăн, предпринимательсен, уйрăм çынсен производство тата пурăнмалли çурт-йĕр объекчĕсенчи пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлет. Вут-кăвартан сыхланас тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле пулнипе интересленет. Эпир ятарлă планпа ĕçлетпĕр. Планпа пă-хман пулсан та вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Кăлтăксем пулсан вĕсене пĕтерме ыйтса предписани çыратпăр. Тепĕр чухне пĕр пĕчĕк кăлтăк та пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Пирĕн тĕллев — пур çĕрте те йĕркелĕх хуçалантăр, вут-кăвар сиксе тухмалли сăлтавсем ан пулччăр. Пысăк кăлтăксем пулсан административлă йĕркепе явап тыттарма ирĕк пур. Штрафсемпе пĕрлех вăл е ку организаци (мĕнле харпăрлăхрине пăхмасăр) ĕçне 90 талăк таранччен чарса лартма пултаратпăр. Эпир çырнă административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан постановлени пирки çÿлте тăракан органсене е суда жалоба пама пултараççĕ. Ку ĕçе постановлени копине панă хыççăн 10 талăкран кая мар вăхăтра пурнăçламалла.
Пушарпа çыхăннă преступленисем çинчен пĕлтернине территорие, вăхăта пăхмасăр Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин патшалăх пушар надзорĕн пур органĕсенче те йышăнаççĕ. Заявление çырса та, сăмахпа каласа та пама пулать. Пур заявленисене те ятарлă журналта палăртаççĕ. Пушарпа çыхăннă пулсан вĕсем тăрăх тĕрĕслев ирттереççĕ. Ун хыççăн постановлени кăлараççĕ.
Тĕрĕслев — тĕрĕслевпех. Çынсен, кирек ăçта ĕçлесен те, пурăнсан та яланах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, вут-кăвартан сыхланмалла.
Источник: "Каçал Ен"