21 мая 2008 г.
Паянхи кун кашнинех кĕсье телефонĕ пур. Çак пĕчĕк япалана хăшĕ-пĕрисем çухатаççĕ, вăйпа туртса илеççĕ, вăрлаççĕ. Ал айне лекнĕ телефона никам та вĕçертесшĕн мар çав. Л.Ефимова та çаплах тунă. Вăл июль уйăхĕн 24-мĕшĕнче Нĕркеçри Кузнецовсем патĕнче пулнă. Пахчара ĕçленĕ хыççăн картишне кĕрет. Алкумĕнче “Самсунг Х-640” телефон выртнине асăрхать. Çывăхра никам та пулманнипе усă курса кĕсье телефонне чикет те килне васкать. Кил хуçисем телефон çухалнине каçхине çеç сисеççĕ.
Л.Ефимова телефон çине урăх сим-карта лартать. Унпа чылай вăхăт хушши усă курать. Пĕлтĕр, май уйăхĕнче, Канаш хулин автовокзалĕнче телефона 800 тенкĕпе сутса ярать.
Л.Ефимова хăйĕн айăпне йышăннă. Ăна Уголовлă Кодексăн 2-мĕш пайĕн “в” пункчĕн 158-мĕш статйипе айăпланă. Унăн 1 çул ĕçлесе юсанмалла, ĕç укçин 15 проценчĕ патшалăха куçать.
Вăрлаканăн явап тытмаллах.
Источник: "Каçал Ен"