21 мая 2008 г.
2008 çулхи I кварталта «Строительство» енĕпе 4086,5 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă, 2007 çулхи I кварталтипе танлаштарсан — 112,1 процент.
2008 çулхи I кварталта Канаш районĕнче 70 тăваткал метрлă виçĕ суту-илÿ предприятийĕ тунă.
Пурăнмалли çурт-йĕр пĕтĕмпе 56,0 пин тăваткал метр тунă, 2007 çулхи I кварталтинчен 10,4 процент нумайрах.
Халăх хăй вăйĕпе тата банксенчен кивçен илнĕ укçа-тенкĕпе пĕтĕмпе хута янă çуртсен 92,3 процентне тунă е — 51,7 пин тăваткал метр, 2007 çулхи I кварталтипе танлаштарсан уйрăм çын вăйĕпе тунă çуртсен калăпăшĕ 47,3 процент ÿснĕ.
2008 çулхи I кварталта газ пăрăхĕсем пĕтĕмпе — 5,73 километр, çав шутра яллă вырăнта 2,95 километр хывнă (51,5 процент).
Источник: "Каçал Ен"