21 мая 2008 г.
Район больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмне тăрсан-тăрсан йăлара усă куракан химилле япаласемпе наркăмăшланнă çынсене илсе килеççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмре вĕсем. Хăйсене хăйсем вĕлерес тесе ĕçекенсем те пур, ăнсăртран, пĕлмесĕр сиенленнисем те чылай. Наркăмăшланнисем хушшинче пĕчĕк ачасем пулни уйрăмах пăшăрхантарать. Сăлтавĕ — аслисен тимсĕрлĕхĕ. Эмелсене, йăлара усă куракан химикатсене ача алли лекмелле çĕрте упраççĕ. Таблеткăсем ĕçсе сиенленнине вăхăтра медицина пулăшăвĕ парсан инкекрен сирсе яма пулать. Анчах та ăш-чике, ÿте çунтаракан препаратсем пĕр йĕрсĕр хăвармаççĕ. Ÿте, ытти органсене пысăк сиен кÿреççĕ.
Наркăмăш çăвар урлă организма лекет. Ÿте, ăш-чике çунтаракан препаратсене 30—50 миллилитр ĕçни те çитĕннĕ çыншăн вилĕм патне илсе пырать. Ачашăн вара пĕчĕк доза та çителĕклĕ. Çавăнпа та асăрхануллă пулăр. Химикатсене унччен апат-çимĕç продукчĕсем пулнă савăтсенче ан упрăр. Ăнсăртран, пĕлмесĕр пĕчĕккисем çеç мар, аслисем те ăна тытса ĕçме пултараççĕ. Эмелсемпе ытти препаратсене ача алли лекмелле мар çĕрте упрăр, вĕсен умĕнче эмел ĕçесрен пăрăнăр. Енчен те наркăмăшланнă тĕслĕх пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр сиенленнĕ çынна больницăна илсе çитермелле. Паянхи кун кашни ялтах çăмăл автомашина чылай. 20—25 минутран пулăшу пани çын пурнăçне çăлса хăварма май парĕ. Больницăна илсе çитерме май çук пулсан, çийĕнчех васкавлă пулăшу уйрăмне шăнкăравлăр. Фельдшер сире бригада çитиччен мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарса парĕ.
Химикатсемпе, эмелсемпе, наркăмăшсемпе асăрхануллă пулăр. Вĕсем ÿт çине лексен те сиен тăваççĕ. Ăш-чикре пулсан... Калама та хăрушă!
Источник: "Каçал Ен"