АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХУРЛАНСА АСА ИЛЕТ

21 мая 2008 г.

Çул хыççăн çул иртет. Совет Союзĕнчи халăхсем историре пулса иртнĕ чи хаяр та аркатуллă вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе 63 çул иртрĕ. Çĕнтерÿ хыççăн çĕнĕ ăрусем ÿссе ватăлчĕç те ĕнтĕ. Иртнĕ хаяр вăрçă çинчен манма та вăхăт пек. Анчах вăл нихăçан та асран тухмасть. Çак ылханлă вăрçă пирĕн çĕршыва калама çук хурлăх, асап, аркату кÿнĕ. Пин-пин хулапа яла тăшман çунтарнă, аркатнă, заводсемпе фабрикăсем, чугун çулсем тата ытти пурлăх питĕ нумай пĕтнĕ.

Çук, чĕтремен совет çыннисен алли те, чунĕ те аслă вăрçă хирĕнче. Фронтра çапăçакан çарăн тĕрекĕ — çирĕп тыл. «Пурте — фронтшăн, пурте — çĕнтерÿшĕн!»— çапла пулнă ун чухнехи лозунг. Ялта пурăнакан халăх та çакна лайăх ăнланнă, мĕн вăй çитнĕ таран, йывăрлăхсене парăнмасăр, фронт валли ĕçленĕ.

Акă мĕн аса илет вăрçă çу-лĕсем çинчен Валентина Ивановна Владимирова. «Вăрçă пуçланнине çынсем каланинчен çеç илтрĕмĕр.

Апат çисе ларнă вăхăтра аттене повестка килсе пачĕç. Унăн вăрçа каймалла. Эпĕ питĕ кулянтăм. Тискер вăрçа ылханса вырăн çине выртса алăпа çурт пĕренине çапа-çапа йĕтĕм. Атте 1942 çулта вăрçа тухса кайрĕ. Эпĕ ун чухне 2-мĕш класра çеç вĕренеттĕм. Шкул бригадипе ĕçлеме тухаттăмăр: çум çумлаттăмăр, тырă выраттăмăр, пăрçа тăпăлтараттăмăр. Ялта тăватă бригада ĕçлетчĕ, пирĕн бригада яланах малта пыратчĕ. Нормăна тултарсан пĕр çын пуçне 200 грамм тырă паратчĕç. Виçĕ класс пĕтернĕ хыççăн пире пĕрремĕш сентябрьте шкула ямарĕç, тырă выртарчĕç. Октябрь уйăхĕнче çеç вĕренме кайрăмăр. Шкулта хамăрăн тетрадьпе перо илмеллеччĕ. Ăна илме укçа пулман. Укçа вырăнне çăмарта кайса пама юратчĕ. Эпĕ чăх йăвинчен пĕрер çăмарта вăрласа илсе кайса параттăм. Кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр. Чăн-чăн чернил мĕн иккенне пĕлмен, ăна юман çăпанне пăчăртаса кăларнă сĕткенрен тăваттăмăр. Табак хутаççи çĕлесе каймаллаччĕ, анчах ăна çĕлеме пусми те пулман. Çак çулсенче апат-çимĕçе фронта янă пирки çынсем питĕ выçă пулнă. Çавăнпа та тырă вырнă чухне ун тĕшшине шĕкĕлчесе шывпа сыпса çиеттĕмĕр, ĕне тытакансем уйранпа çиетчĕç. Киле тырра илсе кайма юраман — тĕрмене хупнă.

Хĕлле эпир шкула çÿреттĕмĕр. Арçын ачасем тислĕк тăкатчĕç, колхоз валли кĕл пухатчĕç.

Фронта пулăшу парас тесе пирĕн учительница, Клавдия Васильевна, çемьесенчен махорка, сĕт, çăмарта пухса çÿретчĕ. Унсăр пуçне патшалăха сĕт, çу, çăмарта памаллаччĕ. Çемьерен вăрçа кайнисем пулсассăн — 8 килограмм, çук пулсан — 16 килограмм.

Пÿртсенче питĕ сивĕччĕ. Улăм çунтараттăмăр. Хăш чухне хуçалăхра тăрăшса ĕçлекенсене юман вутти паратчĕç. Вăйлăраххисем çулла хăйсемех вутă хатĕрлетчĕç. Тутарсен çурчĕсенче вара яланах ăшă пулнă. Вĕсем каçпа тĕттĕмленсен вăрмана тухса каятчĕç те ирпе вутă йăтса таврăнатчĕç. Хăш чух вĕсем ĕне пăхне улăмпа çăрса çунтаратчĕç.

Ĕçленĕшĕн 70 тенкĕ пособи паратчĕç. Çак укçапа çăпата илеттĕмĕр. Укçи урăх ним тума та юлмастчĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче ялта пĕр сывлăхлă арçын та пулман. Ялта Ленинградран куçса килнисем те пурăнатчĕç. Вĕсене май килнĕ таран пулăшаттăмăр.

Япала çума эпир çырмара черет тăраттăмăр. Пуçа кĕл шывĕпе çăваттăмăр. Çавăнпа та пуль килте тĕрлĕ кăпшанкă пурччĕ: пыйтă та, хăнкăла та, таракан та, кăрчанкă та.

1943 çулта аттерен юлашки çыру илтĕмĕр. Унта: «Дон шывĕ хĕрринче пĕçрен амантрĕç»,— тесе çырнăччĕ. Ун хыççăн тек çырусем килмерĕç.

1945 çулта Клавдия Васильевна чÿречерен шаккаса: «Вăрçă чарăннă!»— тесе савăнăçлăн пĕлтерсе çÿрерĕ. Пирĕн вара те савăнмалла, те хурланмалла: аттерен хыпар çук-çке.

Вăрçă пире нумай терт кăтартрĕ. Ачасемпе мăнуксем, мăнмăнуксем нихăçан та вăл илсе килекен нушана ан курччăр. Çĕр çинче яланах мир хуçалантăр»,— тесе аса илет вăрçă çулĕсене Валентина аппа. Хăйĕн куçĕсенчен куççуль тумлать. Вăрçă çулĕсенче нумай йывăрлăх чăтса ирттернĕ пулин те Валентина аппа килте пĕрре те ахаль лармасть. Эрешлесе алса-чăлха, тапăчкисем çыхать. Кил таврашĕнче, пахчара ĕçлет.

Тайма пуç сире, Çĕнтерĕве çитерме пулăшнă салтаксем, тылра ĕçленĕ паттăрсем, упăшкасене вăрçă хирĕнче çухатнă салтак арăмĕсем!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика