21 мая 2008 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм çынсем те палăртнă лаптăксене уй-хир культурисем акса-лартса хăварнă. Паллах, чылай вăхăт çумăр çуманнин витĕмĕ пур. Калчасем шăтса тухнă пулин те, аталанаймаççĕ, нÿрĕк çитмест.
«Труд» ял хуçалăх кооперативĕн правленийĕ, йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсеренех ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн «Ĕçпе юрă тата спорт» уявне йĕркелет. Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче чăваш тата тутар халăх çыннисем пурăннă май ăна Акатуй-Сабантуй теççĕ.
Кăçалхи уява савăнăçлă лару-тăрура «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн профком председателĕ А.Д.Николаев уçрĕ, ял халăхне саламларĕ. Асăннă хуçалăх ертÿçи В.П.Николаев сăмахĕсенче те ырă сунни, малашлăх ыйтăвĕсем пулчĕç. Вăл пурне те ăнăçу, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн тав турĕ. «Калчасем шăтса тухнă, вĕсемпе малалла ĕçлемелле»,— палăртрĕ вăл.
Уява килнисене район пуçлăхĕн çумĕ Г.М.Киргизов, Канашри сĕт-çу завочĕн представителĕ Н.П.Егоров, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Х.С.Идиатуллин, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов саламларĕç. Вĕсем Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче пурăнакансем ĕçре те, юрă-ташăра та, спортра та пултаруллă пулнине палăртрĕç. Уяв парнесĕр мĕнле пултăр-ха; В.П.Николаев ака-суха ĕçĕсенче хастар ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче палăрнă ĕçченсене парнесем парса хавхалантарчĕ. Унччен çуракине ирттерме 30—40 механизатор хутшăнатчĕ. Палăртнă ĕçсене кăçал тăххăрăн туса пĕтерчĕç. Чи нумай ĕç калăпăшĕпе Дмитрий Шуряшкин пĕрремĕш пулчĕ»,— палăртрĕ председатель, çĕнтерÿçĕне парне тыттарнă май. Минфагил Гимаевпа Нурислам Зейнетдинов — иккĕмĕш вырăнта. Ака-суха ĕçĕсенче Е.Григорьев, А.Григорьев, Д.Скворцов, М.Тимергалеев тата ыттисем те хастар пулнă. Василий Петрович ферма ĕçченĕсене те манса хăвармарĕ. Вĕсем пыл тултарнă савăта тивĕçрĕç.
Чăннипех те савăнчĕç майăн 17-мĕшĕнче икĕ ялти халăх, ытти хăнасем. Сцена çинче Аслă Чурачăкри социаллă культура центрĕн ĕçченĕсем, çак ялти вăтам шкулта вĕренекенсем, Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн ачисем, районти искусство шкулĕн филиалне çÿрекенсем чăваш, тутар, вырăс юррисене куракансене парнелерĕç. Тĕрлĕ халăх ташшисем те пулчĕç уявра.
Спорта юратакансем вара хăйсен вăйне кăтартрĕç. Куракансем вĕсене хавхалантарса пычĕç.
Чи илĕртекенни — кĕрешÿ. Малтанах пĕчĕккисем пуçла- рĕç.
Ăнтăлу, ăсталăх вĕсен туптанса çеç пырать-ха. Хăйсен виçе категорийĕсенче А.Варламов, С.Григорьев, А.Губанов, А.Леонтьев, А.Трофимов, Я.Крылов, Н.Зейнетдинов пултарулăхпа палăрчĕç. Хĕрÿ кĕрешÿ чи пысăк виçеллĕ ăмăртуçăсем хушшинче пулчĕ. Кунта тĕп приза Н.Крылов çĕнсе илчĕ. Никита тăтăшах ăмăртусене хутшăнать, малти вырăнсене çĕнсе илет. Кăçал та вăл така илме тивĕçрĕ (Тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕпе те ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç. Кунта Р.Миначева çитекенни пулмарĕ. Така — унăн парни.
Акатуй-Сабантуйра ял çыннисем кире пуканĕ йăтса, михĕпе çапăçса, михĕ тăхăнса чупса, пăрçа, тырă миххисем йăтса чупса тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсем призсене тивĕçрĕç.
Уява килнисене сутуçăсем тĕрлĕ таварсем сĕнчĕç. Хапăл тăвакансем шашлăк тутанса пăхрĕç.
Акатуй-Сабантуй уявне ирттерме «Труд» ял хуçалăх кооперативĕсĕр пуçне Чĕчкен ял поселенийĕн администрацийĕ, «Слава картофелю» агрофирма (Х.С.Идиатуллин), В.А.Николаев предприниматель тата ыттисем те пулăшнă. Халăх канчĕ, савăнчĕ, малашне вара яланхи пекех вăй-халпа мĕн акни-лартнине çитĕнтермелле, пуçтарса илмелле.
Уяв ку тăрăхра пурăнакансем ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та, спортра та маттур пулнине туллин çирĕплетсе пачĕ.
Источник: "Каçал Ен"