17 мая 2008 г.
Майăн 12-мĕшĕ тĕлне районта пур хуçалăхра та çĕр улми лартса пĕтернĕ. ”Слава картофелю” агрофирмăра — 480 гектар, “Нива”ООО-ра — 160 гектар, “Дружба” хуçалăхра — 150 гектар, “Урожай” колхозра 120 гектар “иккĕмĕш çăкăр” лартнă. Ултă хуçалăхра çĕр улми йăранĕсене кăпкалатас ĕçе те вĕçленĕ. “Нива” ООО-ра ку ĕçе çине тăрсах пурнăçлаççĕ.
Пахчаçимĕçе вăхăтра акса хăвармалла. Хуçалăхсем хĕрлĕ кăшман акаççĕ, çитес вăхăтра купăста лартма палăртаççĕ. “Асаново”, “Алга” ял хуçалăх предприятийĕсенче хăмла хунавĕсене каснă, карма пуçлаççĕ. Уй-хир культурисене çум курăкран тасатас, сыхлас тĕллевпе вăхăтра имçам сапни паха. Çавна май “Дружба” хуçалăхра 500 гектар, “Труд” — 320, “Алга” — 200, Минатуллин фермер хуçалăхĕнче 320 гектар çĕр лаптăкĕ çине им-çам сапнă. Уй хирте кашни ĕçе вăхăтра пурнăçламалла.
Источник: "Каçал Ен"