17 мая 2008 г.
Кăçалхи çул — Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Çак сăмахсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çирĕп те ĕçчен çемье — ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, çитĕнÿсен çăл куçĕ. Çакăн пек çемьесем районта вара сахал мар. Шăпах майăн 15-мĕшĕнче уяв кунĕнче телейлĕ те çирĕп çемьесене районти тĕп библиотекăра пуçтарчĕç. Чылай çул пĕрле пурăнакансем те, çамрăк çемьесем те пĕрле пуçтарăнса калаçни паха. Тĕслĕхлĕ çемьесемпе паллашма та кăмăллă-çке. Акă, Мария Васильевнăпа Евгений Авдеевич Мокеевсем çемье çавăрнăранпа 30 çул çитнĕ. Туслă çемье хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Бормотинсем те 40 çул ытла пĕрле пурăнаççĕ. Кашниех çемйипе, кил-çуртри йăла-йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Çемьесем савăк юрă итлесе киленчĕç. Ташласа та савăнчĕç. Давыдовсен, Калашниковсен, Трофимовсен çемйисем конкурса хутшăнчĕç. Çăмăлах пулмарĕ вĕсене. Культура ĕçченĕсем тĕрлĕ кăткăс конкурссем хатĕрленĕ. Апла пулин те пуçа усса, хăраса тăракан пулмарĕ. Конкурссенче пурте хастарлăхпа палăрчĕç. Мăшăрсем тĕрлĕ лару-тăруран та çаврăнса тухма пултарнине тĕрĕслерĕç. Пĕр алпа тÿме çĕлеме те çăмăлах пулмарĕ. Маттур хĕрарăмсем ку ĕçе наччасрах пурнăçларĕç. Ытти конкурссем те интереслĕ пулчĕç. Трофимовсен çемйи пуринчен те маттуртарах, вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Калашниковсем — иккĕмĕшсем, Давыдовсем виççĕмĕшсем пулчĕç.
Çемьерен, ăшă та хăтлă килтен пĕлтерĕшлĕреххи мĕн пултăр тата. Унта сана яланах ăнланаççĕ, пулăшаççĕ, хисеплеççĕ. Телейлĕ çемьесем йышлăрах пулсан патшалăх та вăйлăрах, тăван Чăваш Ен, Каçал ен те илемлĕрех пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"