17 мая 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров правительство членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Çу уйăхĕн 9—11-мĕшĕсенче республикăра хăвăрт утас енĕпе ХХIII Тĕнче Кубокĕ тата 1941—1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсем иртнĕ. Культура программинчи паллă пулăмсен шутĕнче – «Евровидени» çĕнтерÿçин Мария Шерифович юрăçăн (Серби), Раççей музыканчĕн Гарик Сукачевăн тата «Неприкасаемые» ушкăн концерчĕсем, çавăн пекех виçĕ куна пынă Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ.
Хăвăрт утакансен ăмăртăвĕсенче Раççейĕн суйласа пухнă команди ăмăртусен лидерĕ пулса тăнă, команда зачетĕнче программăн пур енĕпе те выляса илнĕ, икĕ хутчен тĕнче рекорчĕ тунă. Пĕтĕмĕшле çĕнтерÿре чăваш спортсменкисен – кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ Ирина Юманован (юниорсем хушшинче 10 километр) тата Татьяна Сибилеван (хĕрарăмсем хушшинче 20 километр), çавăн пекех 20 километра утас енĕпе призлă тăваттăмĕш вырăн йышăннă Людмила Архипован тÿпи те пур. Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Татьяна Сибилева ăмăртса тунă результатсем тăрăх Пекинра 2008 çулта иртекен Олимпиадăна кайма путевка çĕнсе илнĕ, Людмила Архиповăна та Олимпиадăна хутшăнакансен командине кĕртеççĕ. Шупашкарти трасса çинче кашни спортсмен тенĕ пекех хăйĕн кăтартăвĕсене лайăхлатма, рекорд тума пултарнă.
Уяв кунĕсенче республикăра 60 патшалăхран тата Раççейĕн 15 регионĕнчен 1000 çын ытла пулнă. Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Иван Моторин малтанлăха палăртнă тăрăх, Чăваш Ене килнĕ хăнасен хисепĕ уяв кунĕсенче 70 процента яхăн, ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ — 18 процент, общество аталанăвĕн предприятийĕсен пулăшу ĕçĕ-сем 22 процент ÿснине пĕлтернĕ. Шупашкар хулин аэропорчĕ 30 яхăн хушма рейс йышăннă. Самолетсене вĕçсе хăпармалли тата анса лармалли çулсене çĕнетме, ку чухнехи çутăпа сигнал оборудованийĕ туянма федераци бюджетĕнчен 30 миллион тенкĕ уйăрни те çапла ĕçлеме май панă.
Экономика аталанăвĕн министерстви малтанлăха пĕл-тернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 9—11-мĕшĕсенче ирттернĕ мероприятисем 100 миллион тенкĕ ытла усă кÿнĕ.
Республикипе, тĕпрен илсен, уяв мероприятийĕсене хамăр патра пурăнакансемпе Чăваш Ен хăнисем 280 пин çын хутшăннă. Общество йĕркелĕхне шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе халăх дружинникĕсем – пĕтĕмпе 2700-ĕн тивĕçтернĕ. Çак кунсенче Раççейĕн ытти регионĕнчи шута илнĕ автомобильсен хисепĕ темиçе хут ÿснĕ. Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов уявсенче криминалпа çыхăннă пулăмсене 25 процент сахалрах тупса палăртнине тата регистрациленине пĕлтернĕ. Ăмăртусем тата ытти мероприяти ирттернĕ вырăнсенче пĕр преступлени те регистрацилемен. Çак кунсенче администраци енĕпе яваплăх тыттарнисен шучĕ виçĕ хута яхăн сахалрах пулнă.
Промышленноçпа энергетика министрĕ Юрий Волошин тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Николай Емельянов мĕнпур службăпа тытăм йĕркеллĕ, çыхăнса ĕçленине палăртнă. «Çынсене лайăх ĕçлеме килĕшнĕ»,— тенĕ Чăваш Ен тĕп хулин мэрĕ. Пĕтĕмлетÿсем тунă май Чăваш Ен Президенчĕ иртнĕ уяв мероприятийĕсем культурăна аталантармашкăн, обществăна ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен лайăхлатмашкăн, республикăна пĕр тикĕс аталантармашкăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Çакă курăмлă: Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн ертÿçисем тата ăмăртусене хутшăннисем Шупашкарта хăвăрт утакансен ХХIII Тĕнче кубокĕн йĕркелÿ шайне пысăка хурса хакланă, çулсем питĕ лайăх пахалăхлă пулнине пĕлтернĕ, Чăваш Ен тата масштаблăрах ăмăртусем, уйрăммăн илсен, çăмăл атлетикăн мĕнпур енĕпе тĕнче чемпионачĕсем ирттерме пултарать тесе палăртнă. “Шансах тăратăп: Шупашкарта кирек мĕнле енпе те ăмăртусем ирттерме пулать”,— тенĕ хăвăрт утакансен ХХIII Тĕнче кубокне хупнă хыççăн журналистсемпе калаçнă чухне Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн президенчĕ Ламин Диак.
Чăваш Ен Президенчĕ ”пирĕн пурнăçăн аталану хă-вăртлăхне, улшăнăвне сăнарлакан” спорт уявне хатĕрлесе ирттерме пулăшнисене пурне те чун-чĕререн тав тунă. Президент сăмахĕсене Федераци патшалăх статистика службин Чăваш Республикин территори органĕн ертÿçи пĕлтерни çирĕплетнĕ. Кăçалхи малтанхи тăватă уйăхра пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ – 19,4 процент, пĕрремĕш кварталта инвестици калăпăшĕ 34,3 процент ÿснĕ. 2008 çулхи пуш уйăхĕнче вăтам ĕç укçи 10588 тенкĕ пулнă.
Источник: "Каçал Ен"