17 мая 2008 г.
Ача çурални кашни çемьешĕн пысăк уяв, савăнăç. Хĕр е ывăл кĕтет-и мăшăр — çут тĕнчене килекен пепке сывлăхлă пулни вара нимрен те паха. Ĕлĕк-авал арçын ача çуралсан «ылтăн» тенĕ, хĕр ачана «кĕмĕлпе» хакланă. Ку ĕнтĕ ахальтен мар: çемьере арçын шучĕпе çĕр виçсе панă вăхăтсем те пулнă-çке историре.
Юлашки çулсенче çĕршывра ача çураласси чылаях чакнăччĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе 2006 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче РФ правительстви «Ачаллă çемьесене хушма пулăшу парасси» 256 номерлĕ саккун йышăнни çинчен пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Унпа килĕшÿллĕн иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакан (усрава илекен) çемьене паракан «Амăш капиталĕ» паянхи кун, инфляцие шута илсе, 271250 тенкĕпе танлашрĕ. Çак хушма пулăшупа ача виççĕ тултарсан хваттер туянма е пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерес тĕллевпе усă курма пулать. Кăçал 4 уйăхра пирĕн районта «Амăш капиталĕн» сертификатне 58 хĕрарăм илнĕ.
Çак кунсенче вара тепĕр виçĕ çын сертификатлă пулчĕ. Комсомольски Пенси фончĕн Управленийĕнче телейлĕ амă-шĕсене савăнăçлă лару-тăрура район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков «Амăш капиталĕн» сертификатне пачĕ. Алина Кураковашăн («Çĕр тата çынсем» музей сотрудникĕ), Ирина Козловашăн (суд приставĕ), Лариса Шемекеевăшăн («Агрокабель Ç» перемотчици) çак уяв саманчĕ чылайлăха асра юлĕ. Çамрăк аннесен ячĕпе Комсомольски Пенси фончĕн Управленийĕн начальникĕ З.В.Каринкина, Комсомольски ял поселенийĕн специалисчĕ Е.А.Атласкина ăшă сăмахсем каларĕç. Çавăн пекех хăйсен ĕçченĕсене чыслама пуçлăхсем те килме вăхăт тупнă. Район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев А.Кураковăна, «Агрокабель » директорĕ Г.И.Гончаров А.Шемекеевăна парнесемпе савăнтарчĕç.
Паллах, аннесен тĕп тивĕçĕ – ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстересси, йĕркеллĕ çын тăвасси. Пур енлĕн аталанма, лайăх условисенче пурăнма патшалăх пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пуласса çемьесем пĕлсе тăраççĕ.
Источник: "Каçал Ен"