АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСАТТЕ - ÇЕМЬЕ ТĔРЕКĔ

17 мая 2008 г.

 

Манăн асатте, Николай Кириллович Смирнов, 1938 çулхи майăн 27-мĕшĕнче Йăлмахва ялĕнче çуралнă.

Унăн ашшĕ 1941 çулта вăрçа кайнă та каялла таврăнайман. Асаттем, çурма тăлăх юлнăскер, çамрăклах ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕ, пурнăç урапин йывăрлăхне пайтах тÿснĕ. Апла пулин те вăл аякка юлнă вăхăта хăпартланса, тулли кăмăлпа, сăн-питри йăлтăр кулăпа, çиçсе тăракан куçсемпе аса илет: «Пурнăç пыл та çу пулнă тесе калаймастăп. Укçа-тенкĕ çитсе пымастчĕ. Эпир кăна çавăн пек йывăр лару-тăрура пулман, пурин те пурнăçĕ чухăнччĕ. Пурпĕрех малалла талпăннă. Аслисем каланине яланах итленĕ. Анне вĕрентни халĕ те пуçра».

Асатте калаçăвне эпĕ те ăша хыватăп. Пире, мăнукĕсене, ырă пулма хистет. «Çын хушшинче йĕркеллĕ çÿрĕр, çынна яланах ырă сунăр. Пĕрре усал пулни пин хут лайăх пулнине çухатать»,— тет вăл тăтăшах.

Асатте 1957—1960 çулсене, салтакра пулнă вăхăта, час-часах аса илет. Унăн шучĕпе, чăн-чăн арçыннăн салтак пăттине тутанмаллах.

Юратнă çыннăм шофер профессине алла илнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех – руль умĕнче. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Знамя» колхозра вăй хунă. Хăйĕн ĕçне пĕлсе те юратса пурнăçланă. Ахальтен мар ăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă. Унтан та ытларах асатте çинчен ял-йыш ырăпа калаçни савăнтарать. Ĕлĕкрех ялсене автобуссем хальхи пек нумай çÿремен. Асфальт çул та пур çĕре çитеймен. «Коля Смирнов пек чаплă шофер пулман,— теççĕ çынсем,— вăл пулăшман кил ялта юлман та». Асатте техникăна тирпейлĕ тытать. Хăйĕн çăмăл машинипе пире таçта та илсе çитерет. Манăн вара хăвăртрах ÿссе çитсе руль тытас килет, асатте пек лайăх шофер пулас тетĕп.

Асатте ял хĕрĕпе, Мираида Васильевна Дмитриевăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 8 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма çăмăл пулман ĕнтĕ. Халĕ вĕсем Магнитогорскра, Ульяновск облаçĕнче, Шупашкарта, хамăр ялта пурăнаççĕ. Пурте çемьеллĕ. Тăван киле пуçтарăнса асаттепе асаннене савăнтараççĕ. Шел пулин те, асаттен кĕçĕн ывăлĕ (вăл манăн атте) пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Пире тăлăха хăварчĕ. Юрать-ха, асатте пур. Хăйĕн хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пире пулăшса пырать, пурăнма хавхалантарать. Юратнă асаттем, пĕтĕм шанчăк – санра. Эсĕ пире вĕрентсе кăларасса, пурнăçра хамăр вырăна тупма пулăшасса эпир питĕ ĕненетпĕр.

Асаннепе иксĕр шăкăлтатса пурăнни мана питĕ килĕшет. Хăш чухне эсĕ ăна шÿтлесе хăвăнтан çур çул аслăрах пирки «аппа» тесе илетĕн. Пур ĕçе те килĕштерсе пурнăçлатăр. Асанне клубра иртекен мероприятисене хас-тар хутшăнать. Унпа пĕрле вара – асатте те. «Йĕппи ăçта, çиппи çавăнта»,— тесе сирĕн пиркиех каланă пулĕ. Аслисем пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ вĕсем. Асатте спортпа интересленет. «Каçал ен» район хаçачĕн кашни кăларăмне тĕплĕн тишкерет. Эпĕ асаттене тав туса пĕтерейместĕп, ун çинчен юратса çырма тăрăшатăп. Анчахрах Шупашкарта иртнĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртăва та асатте тăрăшнипех кайса курма тÿр килчĕ.

Асатте, эсĕ – пирĕн пурнăç, пирĕн тĕрек. Эпир сана пурте юрататпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика