17 мая 2008 г.
Çĕртме уйăхĕн 1—5-мĕшĕсенче Шупашкарта халăхсем хушшинчи патриотла туйăма аталантаракан «На Волжском рубеже» кинофестиваль иртĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем — çамрăксене кăмăл-сипет тата патриотла воспитани парасси, илемлĕ, документлă фильмсене аталантарма пулăшасси, тĕрлĕ халăх кинематографисчĕсем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетесси. Фестивальте Раççей фильмĕсемсĕр пуçне Германи, Польша, Болгари, АПШ кино ĕçĕсем те пулĕç.
Фестивальте конкурспа тата унпа çыхăнман вăйă, документлă фильмсем кăтартĕç, конференцисем, семинарсем, мастер-классем, творчество тĕл пулăвĕсемпе концертсем йĕркелĕç.
Ырă ĕçсен çулталăкĕ тата патриотла фильмсен фестивалĕ пынă вăхăтра Вырăс драма театрĕнче «Спешите людям делать добро» спектакль премьерине кăтартма палăртнă.
Олег Урюмцев шухăшĕпе, Чăваш Енре хăйĕнче киносен проектне ирттерме вăхăт. Аса илтеретпĕр, шăпах Шупашкарта пуçласа Юрий Озеров ячĕллĕ çар фильмĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ иртнĕ. Кинофорума ЧР Президенчĕ Н.Федоров та ырласа йышăннă. «Озеров фестивалĕ Чăваш Енре «çуралнă» кăна мар, вăл малалла аталанса, вăй илсе пырать»,— тет Олег Григорьевич.
Источник: "Каçал Ен"