АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСĂРХАНĂР, ÇУЛ ÇИНЧЕ – АЧА

17 мая 2008 г.

 

Урамсенче куçăм вăйĕ ÿснĕ май, сывлăх пирки те манмалла мар. Хăшпĕр водительсем çул çÿремелли йĕркесене пăхăнасшăн мар, урамсенче хăвăртлăха ытлашши ÿстереççĕ. Çавна май çуран çÿрекенсен, урамра вылякан ачасен пурнăçне хăрушлăха кĕртеççĕ. Çурхи кунсем çитсен ăшă та хĕвеллĕ çанталăкра ачасем урамра мечĕкле, пĕр-пĕрне тытмалла выляма юратаççĕ е велосипедпа ярăнаççĕ. Ача-пăча сыхлăх пирки шухăшлама пĕлмест, вăл умри транспорт хатĕрне кăна асăрхама хăнăхнă. Тепĕр чух ачасем умри транспорт хатĕрĕ çывăх чухне те çул урлă чупса каçаççĕ. Хăвăртлăхпа пыракан машина тăрук чарăнма пултараймасса аса та илмеççĕ шăпăрлансем. Çавăнпа та ачасенче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă хăшпĕр ăнланусене рефлекс шучĕпе çирĕплетмелле.

Сăмахран, урам урлă каçас пулсан автобус хыçĕпе иртмелле (умĕпе мар).

Каçма хатĕрленнĕ чух çул, автобус кĕтнĕ чух остановка хĕрринех тухса ан тăрăр.

Светофор хĕрлĕ çутă парать пулсан, çывăхра транспорт хатĕрĕ курăнмасан та, çул урлă ан каçăр.

Çул çине нихăçан та чупса ан тухăр.

Умри чăрмав хыçĕпе çул çине тухма хăрушă. Сире хирĕç килекен водитель те, эсир хăвăр та пĕр-пĕрне асăрхаса ĕлкĕреймессе те пултаратăр. Çывăхри транспорт хатĕрĕ хыçĕнчен пысăк хă-вăртлăхпа пыракан транспорт хатĕрĕ сиксе тухма пултарать, çавăнпа та ăна ирттерсе ярăр е чарăннă транспорт хатĕрĕ хыçĕпе иртĕр.

Тротуарпа кăна утăр. Енчен те вăл çук пулсан ун пек чух, килекен автотранспорта хирĕç утмалла.

Çул урлă каçас пулсан, пирвай сулахаялла, çул варрине çитсен, сылтăмалла пăхмалла.

Ачасен çул урлă çитĕннисемпе пĕрле каçма тăрăшмалла.

Çул-йĕр инкекĕ нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕнче те сиксе тухма пултарать. Çавăнпа та ачана пирвай картишпе, унта мĕнле хăрушлăх пулма пултарассипе, хăш тĕлте выляма юранипе тата юраманнипе паллаштармалла. Ачасене хăйсем çине мотоциклистсемпе велосипедистсем, лавсем те пырса кĕме пултарасси пирки аса илтермелле.

Çул-йĕр инкекĕ тÿсекен çынна пăрахса хăварма юрамасть, ăна пулăшу памалла. Хăшпĕр водительсем инкек тусан, тарса пытанма тăрăшаççĕ. Ку вĕсене явап тыттарассине вăйлатать кăна. Ĕç инкекпе вĕçленсен, ун пек водительсене уголовнăй йĕркепе айăплама пултараççĕ, транспорт хатĕрĕпе çÿремелли правана туртса илеççĕ.

Çул-йĕр инкекĕ пирки ГИБДД уйрăмне е çул-йĕр инспекторне пĕлтермелле. Вĕсем килсе çитмесĕр транспорт хатĕрне вырăнтан хускатмалла мар.

Водительсене те, çуран çÿрекенсене те çулсем çинче тимлĕ пулма ыйтатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика