17 мая 2008 г.
Чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагогăн Иван Яковлевич Яковлевăн ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Унăн çур ĕмĕре пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенче ырă ята тивĕçрĕ.
Чăвашсем чăн-чăн çыруллă халăх пулса цивилизаци çулĕ çине тăрасси те, вĕренÿпе пĕлÿлĕхе хаклама тытăнасси те, таçта чĕре тĕпĕнче пытанса пурăнакан нацилĕх туйăмне вăратса аталантарасси те — пурте ун ячĕпе çыхăннă.
Кăçал пирĕн Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 160 çул çитрĕ. Иван Яковлевича чысласа республикăра та, районта та тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Эпир те хамăр шкулта çак уява чыслăн палăртрăмăр. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.В.Филиппова ертсе пынипе 5-мĕш класра «Вĕрентекенĕмĕр халалне манар мар» асăну каçĕ иртрĕ. Ачасем чăваш юррисене шăрантарчĕç, сăвăсем вуларĕç, И.Я.Яковлев çырнă калавсем тăрăх сценкăсем лартрĕç. Ĕлĕкхи ачасем вылянă вăйăсене те кăтартрĕç.
Уяв пĕр эрнене тăсăлчĕ. Наталия Витальевна «Иван Яковлевич тата унăн пархатарлă ĕçĕсем», «Вĕсем Чĕмпĕр шку-лĕнче вĕреннĕ» калаçусем ирттерчĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕсенче И.Я.Яковлев çинчен çырнă кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Кашни класрах Яковлев урокĕсем пулчĕç. 9-мĕш класра вĕренекенсем «Аслă вĕрентекенĕмĕр» стена хаçачĕ кăларчĕç, тĕрлĕ рефератсем çырчĕç.
«Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнчекурăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук»,— тенĕ И.Я.Яковлев. Çак сăмахсене асра тытса пырасчĕ, вара малашне те Петĕр Хусанкай сăмахĕсене çирĕппĕнех калама пултаратпăр: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»
Источник: "Каçал Ен"