АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАНА АН СИЕНЛЕ!

17 мая 2008 г.

 

Пушар пысăк инкек пулни пирки час-часах асăрхаттаратпăр. Анчах та пурте çакна шута илмеççĕ те тейĕн. Çаплах асăрханусăрлăха пула вут-çулăм ялкăшать. Çулталăк пуçланнăранпа районта 10 пушар тухнă, 240 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 8 пушар пулнă, тăкакĕ — 170 пин тенкĕ ытла. Пушарсен тĕп сăлтавĕ вара — электрооборудовани, кăмакасем юсавсăр пулни, ача-пăча шăрпăкпа выляни.

Пушартан асăрханманни инкек патне илсе çитерет. Раççейре кашни çулах 20 пине яхăн пушар тухнине регистрацилеççĕ. Вĕсенче 18 пине яхăн çын вилет. Пушарсен 70 процентĕнче пурăнакан çуртсем çунаççĕ. Тăкакĕ те самаях пысăк. Çуллахи вăхăтра вара вут-çулăм ытларах вăрманта алхасать. Канма каякансем кăвайта сÿнтермесĕрех пăрахса хăвараççĕ. Акă, кĕске вăхăтрах районти пушар чаçĕн ĕçченĕсем вăрманти вут-çулăма сÿнтерме 13 хутчен тухнă.

Дачăна çÿрекенсем те асăрханусăр. Хăйсен пахчисене тирпейленĕ май, кирлĕ мар япаласене çунтараççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни инкек патне илсе çитерет те.

Районта пурăнакансемпе тăтăшах тĕрлĕ калаçу ирттерме тăрăшатпăр. “Жилище-2008”, “Поселок” операцисем йĕркелени паха.

Çуллахи вăхăтра уйрăмах вăрманта асăрхануллă пулăр. Канма, выляма, уçăлма кайсан кăвайт чĕртсен сÿнтерме ан манăр.

Вут-çулăм алхаснине асăрхарăр пулсан, çийĕнчех 01 телефонпа шăнкăравлăр, ăçта пушар тухнине калама та ан манăр. Чи кирли - çухалса кайманни, лару-тăрăва хаклама пĕлни

Асăрхануллă пулăр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика