АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕМĔР

17 мая 2008 г.

 

Шкулта вĕренекенсем чăваш чĕлхине юратаççĕ. Çавна май тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем те йĕркелетпĕр. Акă, Аслă вĕрентекенĕмĕр, И.Я.Яковлев патриарх çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа ачасем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашрĕç, калавĕсене аса илчĕç, стена хаçачĕ кăларчĕç. Акă, çак кунсенче 2-мĕш класра пĕлÿ пухакансем (класс ертÿçисем Т.Г.Лапшинапа Е.Н.Сереброва) чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ О.Г.Матвеева ертсе пынипе И.Я.Яковлев калавĕсене вуларĕç, содержани тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. Н.Абинова ÿкерчĕкĕ пуринчен те илемлĕрех пулчĕ. Л.Карсакова, Н.Шорников, С.Носов, А.Кокорева, Н.Юманов ĕçĕсене палăртса хăвармалла. Чăваш чĕлхи кунне халалласа вĕренекенсем калавсем, сăвăсем те çырчĕç. Н.Абинова, Л.Карсакова шăрçаланă сăвăсем — чи лайăххисем. Ачасем тăван чĕлхене юратни савăнтарать, хавхалантарать. Вĕсем малашне те маттур пуласса шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика