17 мая 2008 г.
Нумаях пулмасть 4-мĕш “б” класра ыр кăмăллăх урокĕ иртрĕ. Ăна вĕренекенсем юмах тăрăх лартнă сценкăпа пуçларĕç. Юмах геройĕсене хак панă хыççăн “Если добрый ты” (“Кот Леопольд” мультфильмран) юрă шăрантарчĕç. Урок тĕрлĕ ĕçсемпе пуян пулчĕ. Ачасем “Вежливо не вежливо” вăйă та вылярĕç. А.Горбунов, С.Петрова, М.Долгов йĕркесĕр ачасене “йĕплесе” такмаксем шăрантарчĕç. Урокра ачасем ыр кăмăллăх темипе çыхăннă сăвăсене аса илчĕç, нумай юрă юрларĕç. “Вежливый кролик”, “Белка и волк” сценкăсенче ачасем шанса панă рольсене ĕнентерÿллĕ вылярĕç. Хăйсене яланах йĕркеллĕ тытмаллине, инкекре юлташсене, çывăх çынсене пулăшмаллине ăнланчĕç. Пĕр-пĕринпе çепĕç те ырă кăмăллă пулни чи кирли. Вĕренекенсем ваттисен сăмахĕсен утравне те çитсе курчĕç. Тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Урок вĕçĕнче ачасем пĕтĕмлетÿсем турĕç, кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ.
Ырă сăмах, кăмăл вăл ăшă хĕвел пайăрки пекех. Юлташна пулăшма пултараймастăн пулсан ырă сăмахпа та пулин лăплантармаллине ачасем халĕ лайăх чухлаççĕ. Çавăнпа та малашне пуринпе те ырă пулма шантарчĕç. Юрă юрласа ачасем урока вĕçлерĕç. Уйрăмах урокра хастар пулнă ачасене палăртса хăварма кăмăллă. Д.Абржин,А.Белков, Д.Григорьев, В.Матвеева маттур пулчĕç.
Источник: "Каçал Ен"