АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЙĂСЕМ ХĔРŸ ИРТРĔÇ

14 мая 2008 г.

 

Йăлмахва пуçламăш шкулĕ умне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Кунта Н.Г.Гаврилов ячĕпе футбол вăййи иртрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ А.И.Дмитриев уçрĕ. Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев, Н.Г.Гавриловпа пĕр класра вĕреннĕ П.Н.Зайцев спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Ăмăртăва 4 команда хутшăнчĕ. Малтанхи вăйăра Йăлмахвари аслăрах çулсенчи арçынсен команди пенальтипе кайнлăксене 9:1 шутпа парăнтарчĕ. Йăлмахва çамрăкĕсемпе Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакансем хушшинчи вăйă та хĕрÿ иртрĕ. Кунта та йăлмахвасем ăстарах пулчĕç, 4:0 шутпа çĕнтерчĕç.

Финалта Йăлмахвари икĕ команда вăй виçрĕ. Çамрăксем-çамрăксемех çав. Аслăрах çулхисенчен выляса илсе 1-мĕш вырăн йышăнчĕç (сăн-ÿкерчĕкре). Футбол вăййине юратакансем стадионта йышлă пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене кубок, Хисеп грамотисем, укçан парне парса чысларĕç.

Ăмăртăва ирттерме «Дубрава» ял хуçалăх кооперативĕ, В.К.Смирнов предприниматель тата футбол вăййине кăмăллакан ытти çынсем спонсорла пулăшу пачĕç.

Майăн 1-мĕшĕнче А.И.Дмитриев, Г.Г.Смирнов, С.Н.Журавлев, А.А.Дмитриев, П.Е.Рыжов пуçарнипе Йăлмахва ялĕн команди çĕнĕкипеçсемпе тĕл пулса вылярĕ. Кунта вара Çĕнĕ Кипеç футболисчĕсем çĕнтерчĕç.

Çакăн пек спорт ăмăртăвĕсем йĕркелени халăха, çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма , туслăха çирĕплетме пулăшмалла. Малашне тупăшусем татах пулĕç-ха.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика