АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САККУН ÇИРĔП ЫЙТАТЬ

14 мая 2008 г.

.

 

Юридици енчен вăйра тăракансем те, уйрăм çынсем те налук тÿлеменни патшалăх аталанăвне чăрмав кÿрет. Налуксенчен пуçтарăннă укçа-тенкĕ çĕршыва сыхлас, социаллă программăсене аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Медицинăри, наукăри тата ытти облаçсенчи лару-тăру та çавăнтанах килет. Налук тÿлеменни çинчен РФ Конституцийĕнче палăртнă. Çакна кашнин ăнланмалла, пăхăнмалла.

Налук тÿлемен уйрăм çынсене РФ Уголовнăй Кодексĕн 198-мĕш статйипе айăплаççĕ, çĕр пин тенкĕрен пуçласа виççĕр пин тенкĕ е çулталăк-икĕ çул таран ĕçлесе илнĕ ĕç укçи виçи чухлĕ штрафлаççĕ. Çавăн пекех 4 —6 уйăхлăха арестлеççĕ, çулталăк таранччен ирĕк прависĕр хăвараççĕ.

Уйрăмах юридици енчен вăйра тăракансем тĕлĕшпе айăплав пысăкрах. Ку преступленишĕн çĕр пинрен виççĕр пин тенкĕ е çулталăк-икĕ çул таран ĕçлесе илнĕ ĕç укçи виçи чухлĕ штраф параççĕ. 4—6 уйăха арестлеме пултараççĕ е 2 çуллăха ирĕк прависĕр хăвараççĕ. 3 уйăхлăха должноçри вырăн памаççĕ.

Енчен те парăм татах та пысăкрах пулсан саккун çирĕпрех ыйтать. Çавăнпа та налука вăхăтра тÿлер.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика