АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЙĂСЕМ ЧИ ПУЛТАРУЛЛИСЕНЕ ПАЛĂРТРĔÇ

14 мая 2008 г.

 

Комсомольскинчи вăрман çывăхĕнче палаткăсем ÿссе ларчĕç, тавралăх ачасен сассисемпе тулчĕ. Майăн 12-мĕшĕнче кунта савăнăçлă лару-тăрура çамрăк армеецсен йăлана кĕнĕ «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем пуçланчĕç. Ăна районти çар ĕç комиссарĕ А.А.Маурин подполковник уçрĕ. Салам сăмахĕсемпе район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, вăрçă, ĕç, спорт ветеранĕ С.И. Зубарев, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов тухса калаçрĕç, çамрăк армеецсене ăнăçу, вăй-хал, çитĕнÿсем сунчĕç. Вăйăсенче шкул ачисен тĕрлĕ енĕпе тупăшма тивет.

Ăмăрту ялавне пĕлтĕрхи «Орленок» тата спорт вăййисенче çĕнтернĕ Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕ çĕклерĕ.

Паян, майăн 14-мĕшĕнче, вăйăсем вĕçленнĕ. Ăмăртусем, çĕнтерÿçĕсем пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче çырса пĕлтерĕпĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика