14 мая 2008 г.
Районта Аслă Çĕнтерĕве 63 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Кашни ялтах вăрçă ветеранĕсене чысласа уявсем пулчĕç. Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ уявне район центрĕнчи вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнче анлăн уявларĕç. Кунта вăрçă ветеранĕсем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, хăнасем йышлăн пухăнчĕç. Шел пулин те, ветерансен йышĕ çулран-çул чакать. Пухăннисене чи малтан район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ăшшăн саламларĕ. Вăрçă ветеранĕсене ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. Вăрçăран таврăнайманнисене аса илчĕç. Çар ĕç комиссарĕ А.А.Маурин та салам сăмахĕсем каларĕ. Юнлă вăрçăн йывăр çулĕсене, çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçĕсене шеллемесĕр нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă, вăрçă хирĕнчех пуçĕсене хунă ентешсене аса илчĕ. Вĕсен ячĕпе пурте пĕр минут шăп тăчĕç.
Предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителĕсем вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уява çамрăк армеецсен парачĕ те илем кÿчĕ.
Районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем савăк юрă, илемлĕ ташăсем парнелерĕç. Культурăпа кану центрĕн артисчĕсем те юрă шăрантарчĕç.
Вăрçă ветеранĕсем районти çар ĕç комиссариачĕ умĕнче уява малалла тăсрĕç. Пĕр-пĕринпе калаçмалли, сÿтсе явмалли чылай пулчĕ. Вăрçă çу-лĕсем асран тухмаççĕ-çке.
Çамрăк спортсменсем тĕп стадионта мини-футбол выляса вăй виçрĕç. Чылай команда мала тухасишĕн тупăшрĕ. Куракансем те вĕсене хавхалантарчĕç.
«Çĕр тата çынсем» музейра ÿкерчĕксен, тĕп библиотекăра Аслă Çĕнтерÿ уявне халалланă кĕнекесен выставкисемпе туллин паллашма май пулчĕ.
Источник: "Каçал Ен"