14 мая 2008 г.
Уй-хирсенче хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Çурхи культурăсене акнă. Çĕр улми лартса пĕтернĕ хуçалăхсем те чылай. Акă, “Слава”,”Труд”, “Восток”, “Асаново”, “Алга”, “Изамбаево”, “Луч”, “Заря”, “Пайгас”, “Правда”, ”Рассвет”, “Победа” ял хуçалăх кооперативĕсенче, “Искра”, ”Урожай” колхозсенче, Минатуллин, Кызыл сабанча фермер хуçалăхĕсенче, “Слава картофелю” агрофирмăра “иккĕмĕш çăкăра” лартассине вĕçленĕ. Ытти хуçалăхсем те ĕçе çак кунсенчех вĕçлĕç. Пахчаçимĕç культурисене акас енĕпе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Майăн 12-мĕшĕ тĕлне 38 гектар пахчаçимĕç акнă, выльăх кăшманне —130 гектар, сахăр кăшманне — 5 гектар. Тырпул лаптăкĕсене çум курăкран сыхлас енĕпе вăхăтра имçам сапни паха. Çавăнпа та ку ĕçе çине тăрсах пурнăçламалла. Хальлĕхе ку ĕçе Минатуллин, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕсенче, “Луч”, “Алга”, “Асаново” ,”Восток “, ”Труд”, “Слава” хуçалăхсенче пурнăçлаççĕ. Акнă тырпула, лартнă çĕр улмине, пахчаçимĕçе тивĕçлипе пăхса тăрсан çеç тухăç илме май пур.
Источник: "Каçал Ен"