08 мая 2008 г.
Вăрçă вăл — куççуль, юн, вилĕм, çĕршер çын нуши-терчĕ, хуйхи-суйхи, татăлнă ĕмĕчĕ.
63 çул каялла вăрçăн хаяр вучĕ пирĕн çĕршывра та алхаснă. Фашистла Германи эшкерĕсем пĕр систермесĕр Совет Союзĕ çине тапăнса кĕнĕ. Вĕсене хирĕç пур халăх ывăлĕ-хĕрĕ те пĕр йышпа çĕкленнĕ, Тăван çĕршыва ирĕке кăларассишĕн хăюллăн çапăçнă.
Фронта манăн мăн асатте, Евдоким Антонович Антонов та, кайнă. Вăл стрелоксен полкĕн пулеметчикĕ пулнă. Каярахпа ăна 84-мĕш гварди дивизине куçарнă. Днепр патĕнчи хаяр çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн мăн асаттене медальпе те наградăланă.
Уйрăмах мăн асаттене Ровно облаçĕнчи çапăçу асра юлнă. Тăшман совет çарĕсене малалла куçма парас мар тесе контр-атакăна çĕкленнĕ.
Акă мăн асаттен патронĕсем пĕтсе çитнĕ. Анчах та вăл çухалса кайман: аманнă салтакăн пулеметне илнĕ те нимĕç фашисчĕсене пенĕ.
Çак çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн мăн асаттене 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă.
Йывăр та хăрушă çапăçу çу-лĕсемпе мăн асатте Мускавран Кенигсберга çитнĕ.
1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче мăн асатте Çĕнтерÿ кунне паллă тунă. Унăн кăкри çинче хĕвелпе I, II степеньсемлĕ Отечественнăй вăрçăн, 3-мĕш степеньлĕ Мухтав тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсем, «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Хăюлăхшăн», «Паттăрлăхшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтер-нĕшĕн» тата ытти медальсем йăлтăртатнă.
Эпĕ мăн асаттене сăн ÿкерчĕксенче çеç курнă пулсан та, çавах унпа мухтанатăп, ун пекех хастар пулма тăрăшатăп.
Источник: "Каçал Ен"