08 мая 2008 г.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче тăшман Совет Союзĕнчи 1710 хулана тата хула евĕрлĕ поселока, 70 пин ытла яла, 32 пин промышленность предприятине, 98 пин колхоза, 1876 совхоза, 65 пин çухрăм тăршшĕ чукун çула аркатнă.
Вăрçă вăхăтĕнче пурĕ 5 миллион та 300 пин орден панă. Çав шутра Ленин орденне 8800, Хĕрлĕ Ялав орденне 238 пин, I степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне 324 пин, II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне 951 пин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне 2 миллион та 811 пин, I степеньлĕ мухтав орденне 2200, II степеньлĕ Мухтав орденне 868 пин салтака панă.
11600 çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. 104 çынна ăна икĕ хутчен панă. Г.К.Жуков, И.Н.Кожедуб, А.И.Покрышкин — виçĕ хут Совет Союзĕн Геройĕсем.
Источник: "Каçал Ен"