АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНТЕРĔВЕ ТУПТАНĂ

08 мая 2008 г.

 

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине ирех фашистла Германи Совет халăхĕ çине тискеррĕн тапăнса кĕнĕ, вăрçă пуçланнă.

Хăрушă та тискер вăрçă 4 çула яхăн тăсăлнă. Ялта вара ача-пăча, хĕрарăмсем тата ватă çынсем кăна юлнă. Пĕтĕм йывăрлăх вĕсем çинче пулнă.

Пухса илнĕ тырпула салтаксем валли ăсатнă. Хĕллехи каçсенче те ахаль ларман. Алса-нуски çыхнă, фронтри салтаксене ярса панă. Фронтра кашни килтенех ывăлĕ, хĕрĕ, мăшăрĕ пулнă. Тылри халăх май килнĕ таран фронта пулăшма тăрăшнă.

Салтаксем вара хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшманпа кĕрешнĕ. Вăрçă хирĕнче нумай салтак выртса юлнă. Халăх çĕнтерĕве нумайччен, чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Совет халăхĕ фашистла Германие çĕнтернĕренпе 63 çул çитрĕ. Кашни çулах эпир çак уява анлăн паллă тăватпăр, фронтовиксене аса илетпĕр. Палăксен умне чечексем хуратпăр. Эпир паттăрсен умĕнче пуç таятпăр.

Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен шучĕ вара çултан-çул сахаллансах пырать. Хальхи вăхăтра Янкасси ялĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕсенчен пĕри — Василий Алексеевич Алексеев. Вăрçă суранĕсене тата йывăр чире пула вăл килте майĕпен кăна çÿрет. Ĕçсĕр ларма хăнăхманран килти, хуçалăхри ĕçсене тума тăрăшать.

Сывлăх пултăр яланах вăрçă ветеранĕсен, пире мирлĕ пурнăç парнелекенсен.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика