08 мая 2008 г.
Çĕнтерÿ пĕр аслă юрă,
Пĕр уяв пек пуличчен
Тар та юхрĕ, юн та юхрĕ,
Пуçĕпе пĕтни миçен!
Вăрçă... Мĕншĕн пулмалла пулчĕ-ши сан; Кама усă кÿтĕн-ши эсĕ; Мĕн чухлĕ çамрăк пуçĕсене хучĕ унта! Вĕсен пурнăç çулĕ çине тухмалли вăхăчĕ çывхарса çеç килетчĕ-çке-ха...
Куç умне час-часах Арсентий Григорьевич Плеткин летчик-штурмовикăн, пирĕн асаттен, сăнарĕ тухса тăрать. Арсентий Григорьевича икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă. Унăн вĕçев кĕнекинче çапла йĕркесем çырăннă: «Самолета питĕ лайăх тытса пырать. Вĕçме юратать. Ĕçчен. Шанчăклă пилот». Часах хăюллă летчика звено командирĕ пулма шанаççĕ. Хăйне пур енчен те лайăх кăтартнă 24-ри лейтенанта Коммунистсен Партине илеççĕ. Хăюллă командир яланах хăйĕн летчикĕсене çапла вĕрентнĕ: «Тăшман йышпа нумайрах пулнăшăн хăраса кайма, ăса çухатма кирлĕ мар, хамăрăн чарусăртарах пуласчĕ, вĕсен сехри хăптăр». Сăмахпа çеç мар, ĕçпе çи-рĕплетнĕ вăл çакна. Ахальтен-и унăн награда хутĕнче: «...тĕлĕнмелле хăюллă та чăтăмлă, паттăр летчик. Тÿпери çапăçусенче нихăçан та хăраса-шикленсе тăмасть»,— тесе çырнă. Арсентий юлташĕсемпе хутшăнма юратакан тараватлă çын пулнă. Çав вăхăтрах вăл çирĕп кăмăллă, пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр пăрахман. Шанчăклă юлташ пулнăшăн хисепленĕ ăна летчиксем.
Çын теме те хăнăхать. Вăрçă вăрçма та майĕпен вĕренсе çитет. Çапăçусене çине-çинех кĕни ĕç пурнăçланипе танах. Чăн та, пĕр кунлăха та хăпма пĕлмен вăрçă 4 çула тăсăлать. Арсентие иккĕмĕш хут Хĕрлĕ Ялав орденĕ панă чух награда хучĕ çине çапла çырнă: «Иртнĕ тапхăрта А.Плеткин, штурмовикпа вĕçсе, 1-мĕш класлă пилот пулса тăнă, тÿпери çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, эскадриль-йăри летчиксен ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Çапăçусенче командирăн самолечĕ виçĕ хутчен сиенленнĕ, çапах та А.Плеткин кашни ху-тĕнчех машинăна тăван аэродрома илсе çитернĕ. «Ил-2» штурмовикпа вăл 85 хутчен тăшман çине бомба пăрахма, фа-шистсен техникипе çар çыннисене пĕтерме вĕçеве тухнă. Заданисене пурнăçланă чух хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă».
Çĕр хут ытла тÿпери çапăçусенче пулса тăшманăн вуншар самолетне çапса антарнă комэкс (аслă лейтенант экипажĕ) Поляна ятлă ял çывăхĕнчи хĕрÿ çапăçура çĕре ÿксе саланнă... Уншăн тăшмана хаяррăн тавăрма тупа тунă авиаполкри летчиксем.
Арсентийĕн полкра хăварнă çыру кĕнекинчи çак йĕркесене никам та хумханмасăр вулайман: «Эпĕ тăван халăх, çĕршывăм умĕнче яланах парăмра пулăп. Çавăнпа та мĕн вăй çитнĕ таран хамăр çĕршыва усă кÿресчĕ, ун умĕнчи тивĕçе пурнăçласчĕ».
Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çинче çĕнтернĕренпе чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Анчах та çĕршыв пуласлăхĕшĕн пуç хунисен паттăрлăхĕ нихăçан та кивелмĕ, асран тухмĕ.
Пирĕн совет салтакĕсен паттăрлăхне, чун-чĕрери пуянлăхне яланах асра тытмалла. Халь пурăнакан вăрçă паттăрĕсене хисеплемелле, ĕçре пулăшмалла, вĕсем тĕслĕх вырăнне пулччăр.
Источник: "Каçал Ен"