АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇНЕ ШЕЛЛЕМЕН

08 мая 2008 г.

 

Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Иванович Ширшовăн çамрăклах вăрçă хаярлăхне курма тивнĕ.

1942 çулта 17 çулхи каччă салтак шинелĕ тăхăнать. 6 уйăх Мускаври училищĕре вĕреннĕ хыççăн Сталинградшăн пыракан çапăçусене хутшăнать. Училищĕре пĕрле вĕреннĕ В.Ф.Чипчигин унта пуçне хурать. Николай Иванович та 1943 çулта вăйлă аманать. Тĕрлĕ госпитальсенче вăрах вăхăт сипленет. Яла вăл вилнĕ тесе те хыпар яраççĕ.

Çапăçури хăюлăхшăн Н.Ширшова «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Ăна вăл вăрçă хыççăн çеç илме пултарнă.

Тăван тăрăха таврăнсан Николай Иванович пĕр вăхăт Кĕçĕн Каçал шкулĕнче ачасене çар ĕçне вĕрентет. Ун хыççăн чылай вăхăт тăван колхозра, каярахпа «Комсомольский» совхозра ферма заведующийĕ, бригадир, кладовщик, арманçă пулса тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва кайсан та ĕçлет.

Мăшăрĕпе вĕсем, Нинăпа, 4 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Халĕ вĕсем иккĕшех кăштăртатса пурăнаççĕ. Вăрçă суранĕсем аса илтерсех тăраççĕ. Час-часах больницăна кайма тивет. Н.Ширшова патшалăх «Ока» автомашина парнеленĕ. Вăрçă ветеранĕсенчен Кĕçĕн Каçалта вăл анчах юлнă.

Телейлĕ, мирлĕ пурнăçшăн сывлăхне, хăйне шеллемен ветерана вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика