08 мая 2008 г.
Алексей Петрович Артюшкин Аслă Каçалта кун çути курнă.
Алюш шкулта вĕреннĕ чухнех учительсене чи хисеплĕ, чи кирлĕ çын тесе шутланă, хăй те учитель пулма ĕмĕтленнĕ. 1939 çулхи çуркунне Алексей Патăрьелĕнче педучилище пĕтерсе учитель ятне илнĕ. Ăна Çĕнĕ Кипеç шкулне пуçламăш классене вĕрентме яраççĕ. Ĕçĕ килĕшнĕ, савăннă çакăншăн. Анчах шкул пурнăçне хăнăхса пыма пуçланă вăхăтра, çак çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче, ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Авиаци чаçĕнче службăна пуçласа самолетсене вĕçеве хатĕрленĕ çĕре лекет вăл. Служба килĕшнĕ. Анчах... 1940 çулта шаннă тивĕçне пурнăçланă чух йывăр аманать. Виçĕ уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна, сывалса çитме тесе, киле отпуска яраççĕ. Чаçе кайма хатĕрленнĕ вăхăтра нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнаççĕ. Алексей Петрович 1941 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче фронта тухса каять. Каллех авиаци чаçне яраççĕ ăна. Сывлăш Çар флочĕн 2-мĕш армине кĕнĕ вĕсен чаçĕ. Служба тивĕçне чыслăн туса пырать. Вăл службăра тăракан чаçе те, хăйне уйрăм та Верховнăй тĕп командовани темиçе хутчен те тав тунă, правительство наградисем те панă.
Çĕнтерÿ кунне Алексей Чехословакире, Прага çывăхĕнче, майăн 13-мĕшĕнче кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн та часах киле яман, 1945 çул вĕçĕнче çеç демобилизацие лекнĕ вăл. Учительсене маларах янă. Анчах та шкулта çĕнĕ учитель валли ĕç пулман. Çавăнпа Алексей банк уйрăмне аслă кассира ĕçлеме кĕрет. Çапах та унăн ĕмĕчĕ шкултах пулнă. 1949 çулхи август уйăхĕнче ăна Киров поселокне пуçламăш шкул заведующийĕ тата учитель пулса ĕçлеме яраççĕ. Киров шкулне юнашар Дубовка ялĕнчи шкулпа пĕрлештерсен, 1971 çулта вăл 8 çул вĕренмелли шкулта пуçламăш классене вĕрентме тытăнать. Кунта 1981 çулччен мĕн пенсие тухичченех тăрăшса ĕçлет. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе активлăн хутшăнать. Унăн пархатарлă ĕçне çутĕç пайĕ те, çÿлти органсем те тивĕçлипе хаклаççĕ. РСФСР Çутĕç министерстви, Чăваш АССР Çутĕç министерстви, Чăваш АССР Ми- нистрсен Совечĕпе парти обкомĕ ăна Хисеп грамотисемпе наградăлаççĕ. РСФСР Çутĕç Министерстви «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллă парса хисеп тăвать.
Алексей Петрович каланă тăрăх, уншăн чи пысăк награда вăл — çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ, пурнăç çулĕпе малтанхи утăмсем тума пулăшнă ачасем çĕршыва, обществăна юрăхлă çынсем пулни.
1947 çулта çар службинчен таврăннă, фронтра медицинăн аслă лейтенанчĕ пулса аманнисене сыватнă Матрена Павловнăпа çемье çавăрнă. 2 ывăл пă-хса ÿстернĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ çĕре кĕчĕ. Анчах салтак мал ĕмĕтпех пурăнать. Фронтра тата ĕçре туптаннă тÿсĕмлĕх ăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать.
Источник: "Каçал Ен"