08 мая 2008 г.
Ĕçпе вăрçă ветеранĕ Александр Сидорович Семенов апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче 86 çул тултарчĕ. Нĕркеç ялĕнче çуралнă, кунтах вĕреннĕ, çемье çавăрнă. 19 çулта вăл вăрçа тухса каять. Маттур каччăна Пушкăрт АССРĕнчи Давлекановск хулине вĕренме яраççĕ. “Аэрофотограмми техникумĕнче вĕреннĕ эпĕ. Специальноçа алла илсен пирĕнтен хăшне-пĕрне фронта ячĕç, эпĕ Чита хулинчи Хĕвелтухăç Çарĕн 12 штабне лекрĕм. Унтан истребительсен 70-мĕш авиаполкне куçарчĕç. Аэрофото уйрăмĕнче службăра тăнă. Разведкăна кайса сăн ÿкерчĕксем тăваттăмăр. Çавсене веçех хатĕрлесе панă”,— аса илет паттăр салтак. Санькка тете Япони вăрçине те хутшăннă. Кунта та вăл хăйĕн тивĕçĕсене çирĕп пурнăçланă. Разведкăна çÿренĕ, тăшмана хирĕç çапăçнă. “Ятарлă лаборатори машини пурччĕ. Унта сăн ÿкерчĕксене хатĕрленĕ. Ытларах каçхине ĕçлеттĕмĕр, кăнтăрла каннă. Çăмăл пулман никама та”,— тет вăрçă вăхăтне аса илсе ветеран.
Вăрçă пĕтсен Каспи тинĕс хĕрринче службăра тăнă вăл. Ятарлă фоторазведовательнăй полкăн 90-мĕш уйрăмĕнче пулнă. Топографи карттисем валли те чылай сăн ÿкерчĕк ха-тĕрленĕ.
1948 çулта Санькка тете тăван яла таврăнать. Пĕр ялти хĕрпе, Лиля аппапа çемье çавăрать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 2 ывăлпа 4 хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Пурте çемье-ллĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Ашшĕпе-амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Ачисемпе, мăнукĕсемпе, мăнмăнукĕсемпе савăнаççĕ паян ватăсем. Вĕсен çитĕнĕвĕшĕн те чунтан хĕпĕртеççĕ. Семеновсем çемье çавăрни те 60 çул çитет. Вĕсене ялта хисеплеççĕ, сума сăваç- çĕ.
Майăн 1-мĕшĕнче, савăнăçлă лару-тăрура, вăрçă ветеранĕ Александр Сидорович “Лада -21074” автомашина илме тивĕç пулчĕ. Машинăна тивĕçнĕ 9 ветерантан пĕри вăл.” Автомашинăшăн чунтан хĕпĕртерĕм. Халĕ тухса çÿреме те çăмăлтарах пулĕ. Анчах та хама руль умне ларма йывăртарах çав. Парнешĕн пурне те тавах”, — тет Санькка тете.
Источник: "Каçал Ен"