08 мая 2008 г.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи ытла та хăрушă, тискер пулнă. Унта 61 çĕршыв хутшăннă, вут-çулăма çĕр чăмăрĕ çинчи халăхăн 80 проценчĕ кĕнĕ. Хире-хирĕç тăракан çарсенче 110 миллион салтак шутланнă. Европăри, Азири, Африкăри 40 çĕршывра вăрçă çулăмĕ ялкăшнă. Вăл 57 миллион çын пурнăçне татнă. Çак шутран çурри çар ретĕнче тăман çынсем (ачасем, хĕрарăмсем, ват çынсем) пулнă.
«Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕн- терÿ валли» кĕрленĕ кашни çын чĕринче çак чĕнÿ. Тăшман килсе кĕнĕ тапхăрта пирĕн халăх 1523 пысăк предприятие Хĕвелтухăçне куçарнă.
Пирĕн çарсем темĕнле йывăр лару-тăру пулсан та нимĕç фашисчĕсене хăйсен йăвинчех çапса аркатнă.
Совет халăхĕ вăрçăра чăннипех те пысăк патриотизмпа паттăрлăх кăтартнă.
.
Источник: "Каçал Ен"