08 мая 2008 г.
60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ Варвара Титовнăпа Василий Захарович Захаровсем. Асанкасси каччипе Аслă Чурачăк хĕрĕ хăйсем пĕрлешнĕ 1947 çулхи декабрĕн 5-мĕшне паянхи кун та питĕ лайăх астăваççĕ. Сакăр теçетке урлă каçнăскерсем, ĕçсĕр лармаççĕ. Кил-çуртра кашни япала хăй вырăнĕнче. Варвари инке тасалăха, тирпейлĕхе юратни тÿрех куçа курăнать. Ваççили тете пахча, картиш ĕçĕсемпе кăштăртатать. Ватăсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Эрех-сăрапа, пирус-сигаретпа туслашманни, пурнăçа юратни, ĕçпе пиçĕхни вĕсене сывлăха упрама май парать.
Кашни çулах Çĕнтерÿ кунне Захаровсем хумханса та савăнса паллă тăваççĕ. Хаяр вăрçă çулĕсем чылай хыçа юлчĕç пулин те хăйсем пирки аса илтерсех тăраççĕ. 1942 çулта вăтам шкул пĕтернĕ Варварие ытти çамрăксемпе пĕрле тылри йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивнĕ пулсан, Василие вара вăрçă çулĕсемпе утса тухма тÿр килнĕ.
Халĕ ветеран ачалăхне, çамрăклăхне аса илнĕ май мирлĕ, тулăх пурнăç пулнишĕн савăнăçне пытараймасть. Акă мĕн каласа парать вăл: «Эпĕ 1924 çулта майăн 29-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче çуралнă. Çичĕ пĕртăвантан эпĕ кĕçĕнни пулнă. Аннен тепĕр 4 ачи пĕчĕклех вилнĕ. Шкулта 7 çул вĕрентĕм, анчах малалла пĕлÿ пухма Хурамала каймаллаччĕ те — ĕмĕтленни пурнăçа кĕреймерĕ. Çитмен пурнăç пирки пирĕн вăхăтрисенчен чылайăшĕ вăтам шкула çÿреймерĕ.
1941 çулта июнĕн 18-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнчен 7 ачана Инçет Хĕвелтухăçне ФЗОна илсе кайрĕç. Вĕренсе професси илсен фабрикăсемпе заводсенче ĕçлемеллеччĕ пирĕн. Анчах та Пензăна çитсен вăрçă пуçланни çинчен пĕл-тĕмĕр. Пирĕн ушкăна салатса ямарĕç. 12 талăкран Хабаровск-ра пултăмăр. Карапсем тăвакан Киров ячĕллĕ завода лекрĕмĕр. Фашистсем вара совет хулисемпе ялĕсене сĕмсĕррĕн сирпĕтеççĕ, çунтараççĕ. Свердловскри танкистсен шкулне яма 30 çамрăкран тăракан ушкăн хатĕр-лесе çитерчĕç. Эпĕ фронта яма ыйтса 3 хут заявлени çыртăм.
Юлашкинчен Киров районĕн военкоматĕнчен повестка килчĕ. Малтанлăха Лăпкă океан флотне лекрĕм. Унтан, 1942 çулта, Иркутскри авиаци шкулне илсе кайрĕç. 4 моторлă 120 самолета Мускав çывăхĕнчи Подольска çĕрле илсе килтĕмĕр. Ирхине вара вĕсене фронта ăсатрĕç. Икĕ эрнерен каялла Владивостока çитрĕмĕр.
Çав вăхăталла Совет Союзне Япони çĕршывĕ тапăнма ха-тĕрленнĕччĕ. Пире чикĕре тытса тăчĕç. Япони салтакĕсемпе тытăçăва кĕтĕмĕр. Десантник пулса çапăçрăм. Разведкăна кайсан Япони контрадмиралне тыткăна илтĕмĕр. Пире вара, 7 разведчика, Иосиф Сталин алă пуснă Тав хутне пачĕç, «За отвагу» медальпе чысларĕç.
Çурçĕр Корейăна ирĕке кăларнă çĕре те хутшăнма тÿр килчĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Хĕвелтухăçĕнче те вăрçă пынине хальхи çамрăксем кăна мар, аслăрах çулсенчи çынсем те пĕлсех каймаççĕ иккен.
Службăна вĕçлесе 1947 çулта çеç яла таврăнтăм. Мана çартах хăварасшăнччĕ. Вĕренсе офицер ятне илме пултараттăм. Анчах тăван яла, атте-аннене курас килни çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Фронтра аманни хăйĕн çинчен аса илтерсех тăрать. Вăрçă хыççăн заготконтора агенчĕ пулса чылай ĕçлерĕм. Мăшăрăмпа килĕштерсе пурăнатпăр. 60 çул пĕрле пулсан та пĕр-пĕрне йăлăхтарман. Сивĕ сăмахпа нихăçан та калаçман. Варьăна, инсульт пулсан, пĕчĕк ача пек пăхрăм. Халĕ вăл ура çинчех пулнишĕн савăнатпăр. Туслă пурăннине мĕн çиттĕр; Хĕрпе ывăл, мăнуксем, мăнмăнук пур пирĕн. Ачасем килсех тăраççĕ. Вĕсем лайăх, сывлăхлă пурăнсан — пире те аван»,— тесе вĕçлет хăй калаçăвне В.Захаров.
Çĕнтерÿ кунĕ ветерансен çеç мар, пĕтĕм халăх уявĕ. 4 çула яхăн пынă вăрçă кашни киле хурлăх, куççуль илсе килчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ку уяв савăнăçлă та, хурлăхлă та. Çĕр чăмăрĕ çинче нихçан та вăрçă ан пултăр. Сар хĕвел çутипе, ăшшипе кашни çĕршыв халăхĕ савăнса çеç пурăнтăр.
Источник: "Каçал Ен"