06 мая 2008 г.
Комсомольски ял поселенине кĕрекен ялсенче пурăнакансем урамсене, çурт-йĕр çывă-хĕнчи вырăнсене тасатас, тирпей-илем кĕрес енĕпе чылай ĕç тунă. Акă, Комсомольскинчи Пушкин ячĕллĕ урамра пурăнакансем нумай çул выртнă çÿп-çап, ăпăр-тапăр пăрахса тултарнă пысăк купана тасатса илсе тухрĕç. Ял поселенийĕн специалисчĕсемпе пĕрле кунта Н.Жирнов, В.Григорьев ĕçе йĕркелесе пычĕç. Малашне вăл тĕлте йывăçсем лартса парк чĕртме палăртаççĕ.
Нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем пирки те асăнса хăварас килет. Вĕсенче пурăнакансем алă усса лармаççĕ. Уйрăмах манăн К.Антонов микрорайонти 5-мĕш çуртри 1-мĕш подъездра пурăнакан ватă çынсем пирки ырă сăмахсем калас килет. Вĕсем хăйсен пуçарăвĕпе çурт çывăхĕнчи картасене тĕпрен юсарĕç. Çулсенче пулсан та хĕрарăм пуçĕпе аллисене мăлатук тытрĕç.
Комсомольски ял поселенине кĕрекен ялсем илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Шел, çак хитрелĕхе уяма пĕлместпĕр. Кĕтне юханшывĕ, вăрмана каякан çул хĕррисене тата ытти чипер вырăнсене çÿп-çап тăкса варалатпăр, сăнсăрлататпăр. Кил-çуртри, урамри тасамарлăха тăкма ятарлă вырăн пур-çке. Çутçанталăкран, хамăр хушăра пурăнакан çынсенчен кулатпăр-ши; Кирлĕ мар çĕре йăлара усă курнă каяшсене, çÿп-çапа тăкнăшăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарма пултаратпăр. Штра-фĕсем пысăк. Анчах та айăплав пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ мар. Çынсем тавралăха вараламалла маррине хăйсемех ăнланччăр тетпĕр. Тирпейсĕр тавра-лăхра хамăрах пурăнатпăр-çке. Малашне çынсен çакна шута илмеллех.
Источник: "Каçал Ен"