АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУРАВА ЧĔНЕТПĔР

06 мая 2008 г.

 

Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕнтерĕве çывхартассишĕн кашни çын тăрăшнă. Фронтра кăна мар, тылри халăх та чунĕпе те, ĕçĕпе те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ. Çак йывăр тапхăрта та Раççейри тĕрлĕ музей ĕçченĕсем тĕнче литературин шедеврĕсене упраса хăварассишĕн тăрăшнă. Çак пуянлăх çĕр шывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Районти “Çĕр тата çынсем” музейре “Спасенные шедевры” ятпа ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. Кунта вăрçă вăхăтĕнче упранса юлнă ĕçсемпе, репродукцисемпе туллин паллашма пулать. Вĕсен йышĕнче И.Айвазовскин “Восход солнца”, “Среди волн”, В.М.Васнецовăн “Богатыри”, Ивановăн “Явление Христа народу”, “Борис и Глеб на конях”, “Богоматерь Владимирская”, “Чудо Георгия о змие”, Леонардо да Винчин “Мадонна с младенцем”, И.Репинăн “Иван Грозный и сын его Иван”, П.П.Рубенсăн “Христос в терновом венце” тата ыттисем те. Музейре паллă ÿнерçĕсен 21 произведенийĕпе паллашма пулать.

Куравпа паллашас текенсем Патшалăх истори музейĕнчи, Эрмитажри, Феодосийăри картина галерейисенче вăрçă çу-лĕсенче музей сотрудникĕсем çăлнă экспонатсем çинчен пĕлме пултараççĕ.

Феодосийăри картина галерейине нимĕçсем пырса кĕриччен Айвазовскин “Среди волн”, “Чесменский бой”, “Неаполитанский залив утром” картинисене пытарса хума ĕлкĕреççĕ.

Мускав хулин Эрмитажĕ — картинăсемпе чи пуянни. Кунти ĕçченсем вăрçă вăхăтĕнче картинăсене, музее упраса хăварассишĕн нумай тăрăшнă. Леонардо да Винчин “Мадонна Литта”, Рембрандтăн “Возвращение блудного сына”, Рафаэлĕн “Мадонна Конестабиле” тата ытти чаплă произведени-йĕсене нимĕçсен аллине лекмесĕр упранса юлнă.

Вăрçă пуçлансанах Патшалăх Третьяков галерейинче наци культурин палăкĕсене упраса хăварасси тĕп тĕллев пулнă.

Малтанах чи пĕлтерĕшлĕ ÿкерчĕксене пуçтарса хунă. Третьяков галерейине урăх вырăна 9 кунра куçарнă. 64 ещĕке 18430 экспонат вырнаçтарнă.

1941 çулта Третьяков галерейине икĕ хутчен те сирпĕтеççĕ. 1942 çулта ăна юсаса çĕнетме тытăнаççĕ. 1945 çулта вăл ытти музейсенчен пĕрремĕш хăйĕн алăкĕсене уçать.

Паллă картинăсемпе паллашас тесен районти «Çĕр тата çынсем» музее çитсе курăр. Выставка май уйăхĕн вĕçĕччен ĕçлет. Шедеврсене килсе курма хапăл тусамăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика