АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЙ, ТАШЛАР-И САВĂНСА?

06 мая 2008 г.

 

Районта ташша ăста çынсем сахал мар. Вырăнти искусство шкулĕ çулран-çул аталанни те çакнах çирĕплетет. Кунти хореографи уйрăмне çÿрекен ачасем районта та, республикăра та пĕрре мар çĕнтернĕ. Пултаруллă та ăста ачасем çитĕнеççĕ Каçал тăрăхĕнче. Вĕсене аталанма пĕтĕм услови туса парас енĕпе аслисем те тăрăшуллă. Акă, иртнĕ эрнере районта пĕтĕм халăхăн ташă кунĕнче культурăпа кану центрĕнче республикăри ача-пăчан “Сельский перепляс” ташă конкурсĕ иртрĕ. Конкурса ялти коллективсем çеç хутшăнма пултарчĕç. Уяв программи чăнах та пуян пулчĕ. Кÿршĕ районсенчен килнĕ коллективсене те куракансем хапăл тусах йышăнчĕç. Çĕрпÿ, Элĕк, Елчĕк районĕсенчен çитнĕ коллективсем сцена çинче пултарулăхпа палăрчĕç. Районти ташă ушкăнĕсем те маттур. Аслă Чурачăкри, Урмаелĕнчи искусство шкулĕсен филиалĕсен, Чĕчкен, Тăманлă Выçли, Шурут, Çĕнĕ Мăрат шкулĕсен вĕренекенĕсем конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Ташăçăсем тĕрлĕ категорисенче наци тата эстрада ташшисене ташласа ăмăртрĕç. Кунта вара чи лайăххисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Ачасем пĕринчен пĕри илĕртÿллĕ те хÿхĕм ташлаççĕ. Вырăс, тутар, чăваш, тухăç, цыган халăхĕсен ташшисене конкурсантсем пурин кăмăлне каймалла ташлани тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те.

1-мĕш категорире (10 çула çитиччен) пирĕн районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем (ертÿçи Л.Н.Григорьева) çĕнтерчĕç. 2-мĕш категорире (11—13 çулхисем) Александровка ачисене çитекенни пулмарĕ (ертÿçи И.В. Терентьева). 2-мĕш вырăнта районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе (ертÿçи Т.Е.Иванова) Çĕрпÿ вăтам шкулĕн ташăçисем (ертÿçи А.Н.Александрова). Александровкăсем (ертÿçи Е.Н.Александрова) — виççĕ-мĕшсем.

14—17 çулхисем хушшинче районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсем (ертÿçи Ф.М.Садртдинов) пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмерĕç. Çĕрпÿсем (ертÿçи А.Н.Александрова) — иккĕмĕш. Елчĕк районĕнчи Курнавăш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — виççĕмĕш вырăнта.

Районти искусство шкулĕн ташăçисем (ертÿçи Т.Е.Иванова) тĕп приза, Гран-прие тивĕçрĕ. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене (ертÿçи Т.А.Полякова) хавхалантаракан парнепе чысларĕç.

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче район ачисем пулни савăнтарать. Маттур, малашне те ăнăçу сире.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика