АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂНА ЯЛ-ЙЫШ ХИСЕПЛЕТ

06 мая 2008 г.

 

Анна Андреевна Комиссарован ачалăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ хыççăн Хирти Явăш хĕрачи тăлăха тăрса юлнă. Аннана Униççе аппăшĕ пăхса çитĕнтернĕ. Пурнăçĕ унăн йывăр пулнă. Хĕрача мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ. Аппăшĕ качча кайсан кил-çурт, хуçалăх ун çине тиеннĕ. Çамрăклах колхозра ĕçленĕ. Каярахпа «Дружба» хуçалăхăн ферминче вăй хума пуçлать. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, 25 çул тăрăшать унта вăл. Çулсеренех лайăх кăтартусемпе палăрса тăнă. Пĕрле ĕçлекенсемпе килĕштерсе тăрăшнă. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çакна вăл мĕн ачаранах хăнăхнă. Унăн никам çине шанмалли те пулман-çке.

Анна Андреевна йывăрлăхран хăраман. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ĕçре те хастар пулнă А.Комиссарова. Пултарулăхшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Хисеп грамотисем тĕркемĕпех. «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсем панă ăна.

Ĕмĕр тăршшĕпех тивĕçлĕ тăрăшса Анна Андреевна ял çинче чăннипех те ырă ят çĕнсе илнĕ. Ял-йыш ăна хисеплет. Кунран пахи çĕр çинче мĕн пултăр;

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика