АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АВТОМАШИНĂСЕМ ПАРСА САЛАМЛАНĂ

06 мая 2008 г.

 

Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май районти вăрçă ветеранĕсен тата инваличĕсен пĕр ушкăнне «Лада-21074» автомобильсем панă. Луцки ялĕнчи Иван Павлович Владимировпа Иван Иванович Савельев, Эткерти Василий Григорьевич Скворцов, Йăлмахвари Василий Николаевич Чаржов, Кивĕ Сĕнтĕрти Раиса Сергеевна Фадеева, Урмаелĕнчи Зинетзян Ямалтдинович Алеев, Нĕркеçри Александр Сидорович Семенов, Дубовкăри Сергей Кириллович Совин, Хирти Мăратри Василий Иванович Иванов çак чыса тивĕçнĕ. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура район пуçлăхĕ Геннадий Волков, районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев саламланă, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Вăрçă çулĕ витĕр тухнă, Тăван çĕршывшăн çапăçнă ветерансем хисепе чăннипех те тивĕçлĕ.

Шел, автомашина илнĕ Иван Иванович Савельев Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймерĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика