06 мая 2008 г.
Район уй-хирĕсенче тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене акасси вĕçленнĕ темелле, нумаях мар лаптăк çине хуратул çеç акмалли юлнă. Çĕр улмине пурĕ планпа 2000 гектар лартмалла пулнă пулсан, районĕпе 1175 гектар лартнă. “Слава” ял хуçалăх кооперативĕнче 52 гектар, «Дружбăра» — 130, «Труд» ЯХПК-ра — 110, «Асановăра» — 30, «Нива» агрофирмăра — 100, «Лучра» — 90, «Урожай» колхозра — 110, «Слава картофелю» агрофирмăра — 230, «Рассвет» хуçалăхра 70 гектар “иккĕмĕш çăкăр” лартнă.
Пахчаçимĕçе районĕпе 17 гектар акнă. Выльăх кăшманне 113 гектар акнă, палăртнă план — 173 гектар. “Алга”, «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕсенче хăмла тымарĕсене касас ĕçе вĕçленĕ.
Районти хуçалăхсенче тĕш-тырă культурисене çумкурăкран сыхлас енĕпе имçамлаççĕ. Ку енĕпе “Дубрава” ООО, “Кызыл сабанча” фермер хуçалăхĕсенче тăрăшуллă ĕçлеççĕ. Районĕпе пурĕ кĕрхи культурăсен 681 гектарĕ хĕл каçа пĕтнĕ, çавна май 292 гектар çинче çĕнĕрен акнă. Уй-хирсенче ĕç малаллах пырать. Акнă тыр-пула, пахчаçимĕçе тивĕçлĕн пăхса тăмалла. Пурнăçламалли ĕçсем чылай.