06 мая 2008 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе районти çар ĕç комиссариатĕнче çулсеренех “Призывниксен кунне” ирттереççĕ.
Кăçал ăна майăн 5-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Уява çара каякан яшсем, сумлă хăнасем пухăннă. Районти çар ĕç комиссарĕ А.А.Маурин пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Çара каякан каччăсене сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Кăçал çара каякансен службăра çулталăк çеç пулмалла. Çар ĕç комиссарĕ А.А.Маурин çуркуннехи призывăн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.И.Карпеев тухса калаçрĕç. Салтака каякансене район чысне çÿллĕ шайра тытма, тăван çĕре сывă та патвар таврăнма сунчĕç. Салтак аттине тăхăнма хатĕрленнĕ каччăсем чи малтанах çар ĕç комиссариачĕ умĕнчи палăк патне чечек кăшăлĕ хучĕç. Çавăн пекех Афган, Чечен вăрçисенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умĕнче пулчĕç.
Хальлĕхе районтан 50 каччăн салтак тумĕ тăхăнмалла. Майăн 14-мĕшĕнче пĕрремĕш призывпа икĕ çамрăк çар ретне тăрать. Яшсене ăнăçу сунар. Пирĕн районта çуралса ÿснĕ çамрăксем халиччен ырă ятпа çеç палăрса тăнă. Малашне те çапла пуласса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"