АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛТИ ĂМĂРТУ

30 апреля 2008 г.

 

Пирĕн шкулта тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусемпе мероприятисем пулса иртеççĕ. Çак мероприятисене хутшăнмасăр пĕр ача та юлмасть. Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуллахи спорт сезонне уçнине халалласа шкулта ăмăрту пулчĕ. Çак ăмăртăва йĕркелекенĕ физкультура вĕрентекенĕ Валерий Иванович Плешков пулчĕ. Ăмăртăва 5—9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем пурте тăрăшса чупрĕç. Пиллĕкмĕшпе улттăмĕш классенче вĕренекен маттур хĕр-ачасенчен пĕрремĕш вырăна Оксана Алексеева тухрĕ. Ытти хĕр-ачасем те Оксанăран юласшăн пулмарĕç. Анчах пурте пĕрремĕш пулаймаççĕ вĕт-ха. Аслăрах классенче вĕренекен хĕрачасем те питĕ тăрăшса чупрĕç. Малтанах кам мала тухасси паллă марччĕ. Финиша 8-мĕш класра вĕренекен Надя Чернова чи малтан çитрĕ. Арçын ачасем хушшинчи ăмăрту тата хĕрÿрех иртрĕ. Пурте пĕтĕм вăйран тăрăшрĕç. Чи вăйлă чупаканни вара Егор Земсков пулчĕ. Кĕçĕн классенчи арçын ачасем те аслисенчен юлмарĕç. Вĕсем те пĕр-пĕринпе ăмăртса пăхрĕç. Пĕрремĕш вырăна пиллĕкмĕш класра вĕренекен Николай Парфенов тухрĕ.

Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе чысларĕç. Вĕсене пурте алă çупса саламларĕç, малашне те çитĕнÿсем сунчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика