АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУТÇАНТАЛĂК ИЛЕМĔ

30 апреля 2008 г.

 

Акă çуркунне çитрĕ. Кайăксем ăшă енчен хăйсен тăван çĕрĕсене вĕçсе килчĕç. Хĕвел те ăшăрах пăхма тытăнчĕ. Йывăçсем те тарăн ыйхăран вăранчĕç.

Юр ирĕлсен çынсем хăйсен çурчĕсен умĕсене тирпейлеме тытăнчĕç. Çерем çинче ачасем лапталла, футболла выляса киленеççĕ.

2008 çул — Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Çавăнпа та кашниех ырă ĕçпе палăрмалла. Çут çанталăка упрасси, илемлетесси те ырă ĕç тесе шутлатăп. Çуркунне çитсенех кайăксем валли йăвасем туса çакмалла, апат памалла. Вăрмансенче, çырмасенче, кил умĕсенче йывăçсем лартмалла. Шкул ачисем ку ĕçре хастар. Нумай пулмасть кăна эпир, 8-мĕш класс ачисем, вăрмана йывăç лартма кайса килтĕмĕр. Эпир унта 400 тĕп ытла çăка, юман йывăççисен калчисене лартрăмăр. Ырă ĕç тунăшăн питĕ савăнтăмăр.

Йывăçсем лартнипе кăна-и-ха пирĕн тăрăхри çутçанталăк хитреленет; Çук, пирĕн тата тасалăх çинчен пĕр самантлăха та манмалла мар. Хамăр вĕренекен шкул территорине тасатмалла. Шкул ачисем те ку ĕçе савăнсах пурнăçларĕç. Учительсем кашни класа лаптăксем уйăрса пачĕç те, ачасем питĕ туслăн ĕçлесе пĕтерчĕç.

Кайăксен сасси те илем кÿрет. Вĕсене валли те шкулта вĕренекен ачасем садсенче шăнкăрч йăвисем çакса хунă.

Ырă ĕçсем эпир тата нумай тăвăпăр-ха! Хамăрăн тăван çутçанталăка илемлететпĕр, тасататпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика