АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСĂРХАНУЛĂХ ПИРКИ МАНАР МАР

30 апреля 2008 г.

 

Кăçал район территорийĕнче январь — март уйăхĕсенче 5 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. 149 пин те 866 тенкĕлĕх пурлăх çунса кайнă. Сăлтавсенчен ытларахăшĕ — электрооборудовани юсавсăрри, кăмака хутнă чухне тимсĕр пулни. Апрель уйă-хĕнче çеç 4 пушар тухрĕ. Кунта сăлтавĕ ытларах çынсем хăйсем тимсĕр пулнинче. Çÿп-çапа, типĕ курăка чĕртсе яраççĕ, асăрхамасăр пăрахса хăвараççĕ. Çумăр чылайранпа çумасть. Кун пек чухне типĕ курăк пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Çу кунĕсенче вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Пушарсенчен ытларахăшĕ шăпах шăрăх вăхăтра тухать. Вăрмансенче те вут-кăвар енчен тимлĕх кирлĕ. Кас хуралĕсем йĕркелесчĕ, çурт-йĕр çывăхĕнче пичкесемпе шыв, пушар сÿнтермелли хатĕрсем тытмалли пирки те манмалла мар. Пĕверен шыв илмелли вырăна пымалли çула та тирпейлемелле.

«Хĕрлĕ автан» алхасса инкек сиксе ан тухтăр тесе тăрăшар, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнар.

,

пушар хăрушсăрлăхĕн инспекторĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика