30 апреля 2008 г.
Йĕпреç вăрман хуçалăхĕн Ирçе Çармăс лесничествинчи (маларах Çĕнĕ Мăрат лесничестви пулнă) вăрман лаптăкне Зоя Николаевна Истратий уйрăм предприниматель арендăна илнĕ. Вăрманта пурнăçламалли ĕç чылай-ха. Акă, апрель уйăхĕнче З.Истратий предприниматель 10 гектар (хыр, çăка, юман, чăрăш) çĕнĕ посадка лартнă. 2000—2007 çулсенче лартнă 40 гектар вăрман лаптăкĕнчи хунавсене çĕнетнĕ. Йывăç калчисене Комсомольски вăрман хуçалăхĕнчен илсе килнĕ. Палăртнă ĕçе пурнăçлама Е.В.Портнов, А.А.Скворцов, Н.М.Гаврилов пысăк пулăшу кÿнĕ. Çавăн пекех Тăманлă Выçли, Шурут, Çĕнĕ Мăрат вăтам, Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕсенче вĕренекенсем те йывăç калчисене лартнă çĕрте хастар та маттур пулнă.
З.Истратий пулăшу кÿнĕ çынсене, шкул дирекцийĕсене, вĕрентекенсене чĕререн тав тăвать.