АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ УПРАР

26 апреля 2008 г.

 

Апрелĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Ăна чăваш халăхне çутта кăлараканăн, Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунне те халалланă.

Чăваш Республикин тĕп патшалăх архивĕнче пине яхăн ĕлĕкхи çырулăх изданийĕсем упранаççĕ. Вĕсен йышĕнче 1769 çулта Наукăсен академийĕ пичетленĕ кĕнеке — “Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка” пур. Унăн авторĕ чăваш чĕлхине пĕтĕмĕшле сăнласа паракан ĕç çырма тĕллев лартнă. Грамматикăра тури диалектран илнĕ тĕслĕхсем çеç мар, анатри диалект тĕслĕхĕсем те тĕл пулаççĕ. Çак кĕнекере чăвашла-вырăсла словарь те пур. Унта тури, анат диалектсемпе çыхăннă 1382 сăмаха кĕртнĕ.

1800 çулта Петербургра Чулхулари духовнăй семинарире чăваш чĕлхи вĕрентнĕ Ермей Рожанский куçарнă пĕрремĕш кĕнеке “Кĕске катехизис” пичетленсе тухать.

Чăн-чăн чăваш литература чĕлхи тăвас юхăм малтанхи чăвашла куçарусен пахалăхне тишкернĕ май, Чăваш çĕр шывĕнче халăха вĕрентес ĕç малалла ÿснĕçемĕн вăй илсе пынă. Çак юхăм ХIХ ĕмĕрĕн 60—70-мĕш çулĕсенче çĕнĕ чăваш çырулăхне тăвас ĕçсемпе тачă çыхăннă. Ку тапхăрта чăваш литература чĕлхин никĕсне хывассишĕн уйрăмах чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи Н.И.Золотницкий тăрăшса ĕçленĕ. Вĕсем çак ĕçе чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе вĕрентме ирĕк илессишĕн пынă тавлашусем вăхă-тĕнче, малтанхи куçаруçăсен ĕçĕнчи йăнăшсемпе çитменлĕхсене тĕплĕн палăртнă хыççăн тытăннă. Çак тĕллевпе Н.И. Золотницкипе унăн вĕренеке-нĕсем чăваш шкулĕсенче сăнаса чăвашла вĕрентес тĕллевпе “Сьлдалык кнеге” (1866 ç.) календарьпе ”Чуваш кнеге”(1867 ç.) букварь пичетлесе кăларнă. Кунсăр пуçне тата вĕсем чăваш шкулĕсен ĕçĕсене çулсеренех тĕрĕслесе тăнă, вĕрентес ĕçне лайăхлатассишĕн те нумай вăй хунă.

Чăваш историйĕнче И.Я. Яковлевран (1848-1930) пысăкрах пĕлтерĕшлĕ çын пулман та пулĕ. Чăвашсем чăн-чăн çыруллă халăх пулса цивилизаци çулĕ çине тăрасси те, вĕре-нÿпе пĕлÿлĕхе хаклама тытăнасси те, таçта чĕре тĕпĕнче пытанса пурăнакан нацилĕх туйăмне вăратса аталантарасси те — пурте ун ячĕпе çыхăннă. Вăл чăваш чĕлхин çĕнĕ алфавитне туса йĕркелекенĕ те, 1872 çулта ачасене тăван чĕлхене вĕрентмелли букварь пичетлесе кăлараканĕ. Каярахпа вара букварь çумне хушса “Преуведомление” ятлă статья çырнă. Кунта вăл чăваш чĕлхин фонетика саккунĕсемпе паллаштарнă, сăмахсене тĕрĕс çырассипе калассине йĕркеленĕ. И.Я.Яковлев алфавичĕ тăван чĕлхе фонетикинчи уйрăмлăхсене тĕрĕс шута илсе хатĕрленĕ алфавит пулса тăрать. Çавăнпа та унăн кĕнекисене халăх лайăх ăнланнă, ачасене шкулта вĕрентес ĕç çине те урăхла пăхма пуçланă.

И.Я.Яковлев аслă педагог кăна мар, ăста куçаруçă та пулнă. Вăл ертсе пынипе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче Библин пĕр пайне — Çĕнĕ Халала куçарнă. Чăваш халăхĕн просветителĕ тăван халăха хăйĕн чĕлхипе çырулăхра усă курма вĕрентнĕ, çыру урлă халăхăн пĕлÿлĕхпе тавра курăмне сарса панă.

Авалтан пыракан чĕлхемĕр ĕмĕрсем хушшинче пуянланса, çивĕчленсе, туптанса пытăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика