26 апреля 2008 г.
Чăваш халăхĕн паллă уявĕсен шутне 2004 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче тепĕр уяв хутшăнчĕ. Çак кун ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин символĕсен кунне палăртма саккун йышăнса алă пусрĕ. Çапла вара кăçалхипе 5-мĕш хут апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх ялавĕн, гербĕн, гимнĕн уявне палăртатпăр.
Кашни ирех Шупашкар «Тăван çĕршыв» гимнпа эфира тухать. Илле Тукташ сăвви тăрăх Герман Лебедев кĕвĕленĕ юрă 1950 çултанпах чăваш халăхĕн гимнĕ шутланать.
Гербпа ялав авторĕ — Элли Юрьев. Çак символикăсен эскизĕсене тăвакансен конкурсне 1992 çул пуçламăшĕнче ирттернĕ. Нумай вариантлă ĕçсене пăхса тухнă хыççăн А.П.Хусанкай ертсе пыракан ятарлă комисси Элли Михайлович тăратнă проектсене кăмăлланă. Хаçатсенче пичетленĕ хыççăн халăхăн 70 проценчĕ Э.Юрьев ĕçĕсенех ырланă.
ЧР Патшалăх пичечĕн архивĕнче чăваш символĕсем çинчен калакан чылай кĕнеке упранать. Вĕсенчен пĕри — 1995 çулта чăваш кĕнеке издательстви чăвашла, вырăсла, акăлчанла кăларнă «Государственные символы Чувашской Республики». Ăна хатĕрлекенĕсем А.Павловпа Э.Юрьев пулчĕç. Чăваш символикисем çинчен çырса ăнлантарса параканĕ — А.Хусанкай.
ЧР Патшалăх гербĕ сарă тата йăмăх хĕрлĕ тĕссенчен тăрать. Хулкан (щит) варринче — «Пурнăç йывăçĕ». Вăл Чăваш енре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхне палăртать. Хăмла пултранкисемлĕ йĕпкĕн хĕрлĕ хăю çине ылтăн сас паллисемпе «Чăваш Республики — Чуваш-ская Республика» тесе çырнă. Хулкана авалхи чăвашсен «Виçĕ хĕвел» эмблемипе тăрăланă.
Герб тытăмĕн шайлашулăхĕ чăваш халăхĕ пĕтĕм чун-чĕрипе çут-çанталăкпа çураçуллă пурăнма ăнтăлнине пĕлтерет.
Чăваш çынни сарă тĕсе юратать. Ахальтен мар пирĕн «Сарă хĕвел», «Сарă тулă», «сарă хĕр» тата ыттисем тени тăтăшах тĕл пулать. ЧР Патшалăх ялавĕ сарă тата йăмăх хĕрлĕ «уйсене» пайланнă, ялав варринче чăваш халăхĕн авалхи эмблемисем — «Пурнăç йывăçĕ» тата «Виçĕ хĕвел» вырнаçнă. Сарă «уй» ЧР халăхĕ хĕвел айĕнче пурăннине палăртать, йăмăх хĕрлĕ «уй» — чăваш çĕрне.
Ялав çинчи «Пурнăç йывăçĕ» эмблема — авалхи чăвашсен руно çырулăхне тĕпе хурса ха-тĕрленĕ паллă, унăн ĕлки — чăвашсем сума сăвакан кервен юмана аса илтерет. «Пурнăç йывăçĕ» тытăмĕн шайлашулăхĕ тăван халăх çутçанталăкпа килĕшÿллĕн пурăнма кăмăлланине пĕлтерет. «Пурнăç йывăçĕн» никĕсĕ — йăмăх хĕрлĕ «уй». Унăн вулли ик «туратран» тăрать. Асăннă пайрăм Чăваш енĕн тĕп халăхне — республикăра пурăнакан чăвашсене — палăртать. Тĕп пайрăм ик айккипе вырнаçнă, йĕпкĕн хĕрлĕ йĕрсем «туратсемпе» вĕçленеççĕ. Вĕсем тулай чăвашсене (диаспорăна) пĕлтереççĕ. «Йывăç» вуллипе пĕрлешмен «туратсем» Чăваш Республикинчи ытти халăх çыннисене палăртаççĕ.
Авалхи виçĕ соляри паллинчен (сакăр вĕçлĕ çăлтăртан) тăракан «Виçĕ хĕвел» эмблема пурнăç парнелекен тата тивлетлĕхе упракан хĕвел çутине сăнарлать. Виçĕ çăлтăр чăваш халăхĕн «Пулнă, Пур, Пулатпăр» ăнлавне тÿр килет тата ăна графика мелĕпе сăнлани пулать.
Наци символĕсем çинчен кашни çыннăнах лайăх пĕлмелле, упрамалла. Гербпа Ялавра, Гимнра — халăх историйĕ, унăн иртни тата хальхи, ĕлĕк-авалхи йăла-йĕрке, малашлăха ăнтăлни.
Источник: "Каçал Ен"