26 апреля 2008 г.
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн çул-йĕре юсас, пур ялсене те хытă çулпа çыхăнтарас тĕлĕшпе ĕçе вăйлатмалли çинчен калакан указне пурнăçласа районта иртнĕ çул чылай вăй хунă. Кăçал та ку енĕпе тăрăшмалла.
Район пуçлăхĕ Г.Волков пĕлтернĕ тăрăх, Чĕчкенпе Анат Ти-мĕрчкасси хушшинчи çула тĕпрен юсамалла. Çĕнĕ Мăратпа Вутлан ялĕсене çыхăнтараканнине те сарлакалатмалла. Хирти Сĕнтĕре çитекен çулсен пĕр пайĕпе те ĕçлемелле. Элпуçĕнчен Хирти Выçлине каякан çул çинче те ĕçсем пымалла. «Укçа-тенкĕ чылай кирлĕ пулать. Планпа палăртнă тĕллевсене пурнăçламаллах»,— палăртнă район пуçлăхĕ.
Источник: "Каçал Ен"