АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИПĔ ÇАНТАЛĂК ТĂРАТЬ

26 апреля 2008 г.

 

Телевиденипе юлашки вăхăтра Раççейре пушарсем нумайланни пирки калаççĕ. Типĕ çанталăк тăрать, çынсем хăйсем те асăрханулăх пирки манаççĕ. Аслисен ачасем шăрпăкпа вылясран, вут-кăвар чĕртесрен асăрханмалла. Ача-пăчан шăрпăк чĕртсе вăл мĕнле çуннине пăхас килет, çакă пысăк инкек патне илсе çитерет. Акă, пирĕн районта та нумаях пулмасть Комсомольски вăрман хуçалăхĕн пĕр картунĕнче 9 çулхи арçын ача айăпĕпе пушар сиксе тухнă. Вăл килĕнчен зажигалка тупса тухнă та юлташĕпе картун сарайĕнчи улăма чĕртсе янă. Хуралтă тĕппипех çунса кĕлленнĕ.

Ачасемпе пушар сиенĕ çинчен калаçусем ирттермелле. Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки каласа ăнлантармалла, инкексем пирки тĕслĕх илсе памалла. Аслисен хăйсен те кивĕ çÿп-çапа çунтарма хуралтăсен çывăхĕнче вут чĕртмелле мар. Вăрмана кĕрсен те асăрхануллă пуласчĕ. Вут-кăвар тухсан вăл нимĕн те шеллемест: хуралтăсене те, йывăç-курăка та, çынсен пурнăçне те. Çавăнпа тимлĕ пулăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика