АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂН-ЧĂН УЯВ ПУЛЧĔ

26 апреля 2008 г.

“Комсомольское” культурăпа кану центрĕнче апрелĕн 22-мĕшĕнче И.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта шкул ачисемпе учительсем, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Çак пысăк мероприятие салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.В.Скворцов уçрĕ. Иван Яковлевич пурнăçĕпе, ĕçĕ- хĕлĕпе, вăл никĕсленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕпе, паллă çынсем çинчен ытларах пĕлме докладсемпе презентацисем пулăшрĕç. Ку енĕпе Хирти Явăш, Комсомольски 2-мĕш, Нĕркеç вăтам, Хырхĕрри тĕп шкулĕсен вĕренекенĕсемпе учителĕсем нумай ĕçленĕ. Ĕçлĕ калаçу хыççăн кану тăхтавĕсенче сцена çинчен илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра пĕлÿ пухакан Ирина Николаева “Ман телей тупасчĕ” юрăпа, хăй çырнă сăввипе куракансене тыткăна илчĕ. Люда Миронова (5-мĕш класс, Хирти Мăнтăр) “Çуралнă кун” юрра шăрантарнă хыççăн залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Иван Яковлевăн калавĕсем тăрăх Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хирти Явăш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем лартнă инсценировкăсене пурте кăмăлласа пăхрĕç. Ăса вĕрентекен хайлавсем ачасене ĕçчен, тавçăруллă, ырă кăмăллă пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕç.

Аня Ярлыгина вара (7-мĕш класс, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) “Нарспи” поэмăна пĕтĕмпех пă-хмасăр пĕлет. Ăна вăл виçĕ уйăхра вĕреннĕ. Аня çепĕç те илемлĕ сассипе поэма сыпăкĕсене каласа пачĕ. Шкулсем хатĕрленĕ художество пултарулăх номерĕсене пăхса ларма питĕ интереслĕ пулчĕ. Пурте тăрăшса ĕçлени, хатĕрленни курăнчĕ. И.Яковлев ячĕпе кăларнă стена хаçачĕсем, альбомсем, рефератсем пĕринчен пĕри илемлĕ, пуян содержаниллĕ. Патриарха халалланă кĕнекесен выставкипе кăсăкланакансем те чылай пулчĕç.

Наукăпа практика конференцине хутшăнма тивĕç пулнă ачасем — тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисемпе призерсем. Вĕсем хушшинче — “Нарспи” поэма тăрăх ÿкерчĕксем туса мала тухнисем, “Шевле-2008” конкурсра спорт темине уçса панă пултаруллă çамрăк художниксем, “И.Яковлев мăнукĕсем” презентацие чи лайăх хатĕрлекенсем, тăван ен культурипе ирттернĕ “Асамат” олимпиада, “Чысăм та, сăвапăм та — сирĕнпе...” викторина, “Çăлтăрчăк” вăйă-конкурс çĕнтерÿçисем. Маттур та ăста, тавçăруллă вĕренекенсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕ.

Наукăпа практика конференцийĕ çеç мар, чăн-чăн уявах пулчĕ çак кун. Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе чăваш чĕлхи, музыка учителĕсемпе пĕрлех библиотекарьсем те нумай тăрăшнă. Çак мероприятие хутшăнакансем чылай çĕнĕлĕхпе паллашрĕç, илемлĕ юрă-ташă итлесе савăнчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика